ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Вăрманăн çын пурнăçĕнче хакĕ те çук. Вăл материаллă ресурссен çăлкуçĕ кăна мар, çыннăн йĕри-таврари тата культурăпа истори хăтлăхĕн тĕп пайĕ. Унта халăхсен йăли-йĕрки тата культури йĕркеленет. Çулсерен сентябрĕн виççĕмĕш вырсарникунĕнче Вăрман ĕçченĕсен кунне паллă тăваççĕ (вăрман службин ĕçченĕсен про-фесси уявĕ). Уяв кунĕ тĕлне Чăвашстат республикăри вăрман ресурсĕсем пирки кĕске информаци хатĕрленĕ.
Чăваш Республикин Çутçанталăк министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăрман фондне кĕрекен вăрмансен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 596,5 пин гектарпа танлашнă. Вăрмансем регионăн виççĕмĕш пайне йышăнаççĕ. Чăваш Енре уйрăмах çемçе çулçăллă йывăçсем чылай - 263,9 пин гектар. Лăсăллă вăрмансем 167,4 пин гектар йышăнаççĕ, хытă çулçăллисем - 122,9 пин гектар. Вуттăн пĕтĕмĕшле саппасĕ 83,9 миллион кубла метрпа тан.
Вăрмана сыхласа хăварас тĕллевпе 2018 çулта 597 гектар çинче ĕçсем пурнăçланă. Вĕсенчен вăрмансене искусствăл-лă майпа çĕнетнĕ - 401 гектар çинче, çутçанталăк мелĕпе - 186 гектар çинче, хутăш - 10 гектар çинче. Вăрмансене сиенлĕ организмсенчен хỹтĕлес тесе 3,4 пин гектар çинче профилактика мероприятийĕсем йĕркеленĕ, 1,4 пин гектар çинче - санитарипе сиплев ĕçĕсем. Вăрман питомникĕсенчи 5 пин гектар çинче ỹсен-тăран вăррине акнă.
Вăрмана çĕнетсе пынипе пĕрлех йывăçсене сиенлĕ хурт-кăпшанкă тĕп тăвать - 66 гектар. Тĕрлĕ чир те йывăçсене пĕтернĕ - 28 гектар. Вăрман пурлăхне сыхласа хăварас, хушас енĕпе вăрман службин ĕçченĕсем тăрăшаççĕ. 2018 çулта экономика сферин "Лесоводство и лесозаготовки" ĕçĕнче 641 çын тăрăшнă.
ЧĂВАШСТАТ.
Август 2026 |
