Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************
reklamasud

 

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Спорт шкулĕнче - çамрăк тренер

Категория: Общество Опубликовано: 04.09.2026, 15:45 Просмотров: 5

"Хастар" спорт шкулĕнче "Земство тренерĕ" программăпа çамрăк тренер-преподаватель ĕçе пуçăннă. Кристина Михайлова ишес енĕпе секци ертсе пырĕ.

Асăннă программа Чăваш Енре 2025 çултанпа ĕçлет. Унăн тĕп уйрăмлăхĕ - пĕр миллион тенкĕпе танлашакан пĕр хутчен паракан тỹлев. Çак укçа-тенке илес тесен специалистăн профильлĕ пĕлỹ пулмалла, спорт организацийĕпе сахалтан та пилĕк çуллăх килĕшỹ тумалла.

Çĕн Атикассинче çуралса ỹснĕ Кристина Сергеевна Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжне пĕтернĕ. Хĕр физкультура предметне шкулта вĕреннĕ чухнех кăмăлланă. Светлана Николаевна Петрейкина педагог хавхалантарнипе вăл спорт енĕпе çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тунă.

Федераллă пуçарăва хутшăнма май пурри пирки Кристина ăнсăртран пĕлнĕ. Ун патне "Хастар" спорт шкулĕнчен шăнкăравласа Чăваш Республикин Спорт министерствин конкурсне хутшăнма сĕннĕ. Пулас тренер ведомствăн официаллă сайтĕнче конкурс условийĕсемпе тĕплĕн паллашнă, кирлĕ документсем хатĕрлесе заявка тăратнă. Суйлав çăмăл пулман: 20 ытла çын хушшинче вăл чи лайăххисен йышне кĕнĕ. Кристина конкурс витĕр ăнăçлă тухса спорт шкулĕпе килĕшỹ тунă та ĕçе пуçăннă.

Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4