Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************
reklamasud

 

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

 Ачасен сывлăхĕ пирки шухăшлар

Категория: Общество Опубликовано: 04.09.2026, 15:54 Просмотров: 1

Сентябрĕн 6-мĕшĕччен Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерстви ачасем хушшинче сывă пурнăç йĕркине аталантарасси пирки акци йĕркеленĕ, çакă чун тĕпренчĕкĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ.

Сывлăх - пирĕн пуянлăх, çавăнпа та ун пирки ача чухнех шухăшлаттармалла. Сывлăх темиçе тĕп йĕркерен тăрать. Шкул çулне çитменнисен 10 сехетрен кая мар çывăрмалла, шкул ачисен тата çамрăксен - 8-9 сехетрен кая мар. Апатлану та тĕрлĕ енлĕ пулмалла: пахча çимĕç, улма-çырла, пулă, сĕт-турăх продукчĕсем. Апат-çимĕç тытăмĕнче крахмал сахалрах пулмалла.

Ачана йăлари ĕçсене явăçтарма тăрăшмалла. Вăл продуктсене суйлама пулăштăр. Ахаль продуктсемпе паллашни те ачашăн вăййа çаврăнать. Ача канфет е печени вырăнне пахча çимĕç е улма-çимĕç суйланишĕн мухтама манмалла мар.

Унсăр пуçне ачана ытларах хускану тума хавхалантармалла. Вăл футбол, волейбол секцийĕсене çырăнтăр, çăмăл атлетикăпа интереслентĕр. Ишесси те организмшăн усăллă. Хĕрачасем ташă кружокне çỹрени лайăх.

Çемьери лару-тăру та ачан сывлăхĕ çине витĕм кỹрет. Пĕр-пĕринпе канашламалла, ытларах пĕрле уçă сывлăшра уçăлса çỹремелле, походсене, пулла каймалла.

Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4