ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Ял халăхĕшĕн урам варрипе яка çул сарăлса выртни пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Райцентра тухса кĕмелле-и, ĕçе каймалла-и - килтен тухса-кĕме майсем пулмалла.
Акă çак кунсенче, августăн 21-мĕшĕнче, Питĕркассинчи Свердлов урамĕнче пурăнакансемшĕн те парне пулчĕ, кунта савăнăçлă лару-тăрура вак чул сарнă çула уçрĕç. Лехкассисем тинех лапра тăрăх мар, çĕнĕ çулпа утĕç. 800 метра тăсăлакан çĕнĕ çула пуçаруллă бюджетировани программипе килĕшỹллĕн тунă. Унăн пĕтĕмĕшле хакĕ 814673 тенкĕпе танлашать.
Мероприятие район пуçлăхĕ Александр Степанов, райадминистраци пуçлăхĕ Александр Башкиров, Питĕркасси ял тăрăхĕн пуç-лăхĕ Валерий Михуткин, подряд организацийĕн представителĕсем тата ял çыннисем хутшăнчĕç. В.В.Фондеркин уйрăм предприниматель ĕçе тивĕçлĕ тата вăхăтра пурнăçланăшăн Тав сăмахне тивĕçрĕ. Çак урамра пурăнакан Валентинăпа Валерий Макаровсем те яла хăтлăх кỹрес ĕçе хастар хутшăннăшăн ырă сăмахсене илтнипе пĕрлех Тав хутне илчĕç. Уява пухăннисем культура ĕçченĕсен пултарулăхĕпе паллашрĕç.
Çул ыйтăвне татнă темелле. Анчах та ялта пурăнакансене шыв ыйтăвĕ те пăшăрхантарать. Юлашки çулсенче çăлсенчи шыв чакнă май унăн пахалăхĕ те япăхланса пырать. Ял çыннисем ĕçме мар, ăна выльăха пама хăрушă теççĕ. Çавăнпа та вĕсем çитес çулсенче ял урамĕсем тăрăх шыв пăрăхĕсем вырнаçтарасса шанаççĕ. Çак ĕçе пурнăçлама, паллах, патшалăх, вырăнти влаçсен пулăшăвĕ кирлĕ. Ял халăхĕ те хăтлăх кỹрес ĕçе хастар хутшăнас кăмăллă.
А.ВАСЮКОВА.
Август 2026 |
