Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Асăрханăр: ултавçăсем!

Категория: Общество Опубликовано: 26.07.2019, 09:32 Просмотров: 466

Юлашки çулсенче республика территорийĕнче интернет сечĕпе усă курса тунă ултавла ĕçсем нумайлансах пыраççĕ. Кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче Çĕмĕрлере пурăнакансем тĕлĕшпе те ултавла ĕçсем пулнă. Преступленисене ытларах чухне тĕрлĕ сайтсем урлă тавар туяннă е сутнă пек тунă, çавăн пекех вируслă программăсемпе те усă курнă.

Асăннă преступленисене çак ушкăнсем çине уйăрма пулать:

  1. Интернет-сайт е тỹлевсĕр пĕлтерỹ хаçачĕсем урлă тавар туяннă е сутнă пек туни. Пĕлтерỹсене тĕрлĕ сайтсене вырнаçтараççĕ: "Авито", "Авто.ру", "Домофон"... е тỹлевсĕр хаçатсенче. Ултавçăсем пĕлтерỹре кăтартнă телефон номерĕпе шăнкăравласа хăйĕнпе тавар туянакан пек паллаштараççĕ, "тавар туянма" укçа куçарма сутуçăран банк карттин реквизичĕсене ыйтса пĕлеççĕ, терминал патне пырса тĕрлĕ кнопкăсене пусма ыйтаççĕ. Граждансене тимлĕрех пулма ыйтатпăр, карттăн реквизичĕсене никама та калама юраманнине аса илтеретпĕр. СМС-пĕлтерỹ урлă килекен вăрттăн кодсене те каламалла мар.
  2. Таварсене интернет-сайтсенче туянмалли сăлтавпа. Инкек тỹсекен çын хăй суйланă таваршăн укçа куçарать. Таварĕ вара туянакан патне çитмест. Интернет-сайчĕ ĕçлемест, унта кĕме май çук - блокировка ларать. Пур сайта та шанма юрамасть, çавăнпа та пĕлмен сайтсем урлă таваршăн укçа-тенкĕ куçармалла мар.
  3. Вируслă программăпа усă курса. Инкек тỹснĕ çыннăн телефонĕ çине СМС-пĕлтерỹ çитет. Унта пĕр-пĕр сăлтавпа ссылкăпа куçма ыйтать. Асăннă СМС-пĕлтерĕве уçсан инкек тỹсекенĕн банк картти çинчен пур-çук укçа çухалать. Палламан номерсенчен килнĕ СМС-пĕлтерỹсене уçма, унта кăтартнă ссылкăсемпе куçма кирлĕ мар. Хăвăр телефонăн, смартфонăн хăрушсăрлăхĕ пирки шухăшлăр, вируса хирĕçле хушăм вырнаçтарăр. Çавăн пекех "Сбербанк онлайн" хушăмра регистрациленĕр.
  4.  Ултавçăсем - "банкăн хăрушсăрлăх службин сотрудникĕсем". Вĕсем инкек тỹсекен çыннăн сотовăй телефонĕ çине шăнкăравласа унăн счечĕ çинчен санкцисĕр укçа сăтăрса илнĕ тесе пĕлтереççĕ. Банк счечĕ çине кĕме май ан пултăр тесе карттă номерне тата парольне ыйтаççĕ. Палламан çынсене, вăл шутра "банк хăрушсăрлăх службин сотрудникĕсене" те, карттăн реквизичĕсене, пин-кодсене пĕлтермелле мар. Карттăпа ыйтусем тухсан ăна панă банкран пулăшу ыйтмалла. "Вĕри линийĕн" телефонĕсем карттăн тепĕр енче пур.

Районти полици уйрăмĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6