ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Хĕрлĕ Чутай салин Кивĕ центрĕнчи икĕ пĕвене, "Хĕвел" ача сачĕпе редакци айккинче вырнаçнăскерсене, никам та пăхса тăманни пирки эпир пĕлтĕрхи ноябрь уйăхĕнче çырнăччĕ.
Ку пĕвесем симĕс шыв курăкĕпе хупланнă. Намăссăрсем, чунсăр çынсем кунта тĕрлĕ çỹп-çап, ăпăр-тапăр вăркăнтарса хăварма именменрен шыв курăкĕ çийĕн халĕ пластик савăт таврашĕ "ишсе çỹрет". Хур-кăвакал вырăнне.
Хур-кăвакал таврашне вара ку пĕвесенче тахçантанпах курман. Те усрама пăрахнă ял çыннисем, те кăларса яма хăраççĕ.
Пĕве айккипе ỹсекен курăка çулса тăракан, хыт-хурана пуçтаракан çук тесе çырнăччĕ эпир пĕлтĕр. Хыççăнах пĕр пĕви тавра йывăç-туратсене килсе каснă пекки туса кайрĕç. Каснă йывăçĕсем вара çавăнтах - хăшĕ çыранта, хăшĕ пĕвере - выртса юлчĕç. Хĕл иртрĕ, çу çитрĕ - вĕсем халĕ те çавăнтах выртаççĕ. Çиелтен вара татах курăк, вĕлтĕрен, пиçен таврашĕ, çамрăк хунавсем шăтса тухрĕç. Иртен-çỹрене çỹп-çап пăрахса хăварма питĕ меллĕ ĕнтĕ...
Самай çул хĕррипе курăкне çулса каяççĕ-ха. Шалараххине вара, пĕвесен çыранĕ хĕррипе, камăн тасатмалла тет? Çак пĕвесене пăхса тăрассишĕн яваплисем çуках-ши? Тăван тавралăха, çутçанталăка таса, тирпейлĕ тытмалли пирки калаçнипех ĕç пулать теççĕ-ши?
Çак пĕвесенчи тасамарлăха капмар та илемлĕ ача садне çỹрекен шăпăрлансем кураççех. Пулă тытса ларма, шăрăх çанталăкра шыва кĕрсе уçăлма, канма юрăхлă пĕвесем вырăнне ачасем шурлăха çаврăнма пуçланă илемсĕр вырăна курса ỹсни йĕркеллĕ пулăм-ши вăл?
Ачасенчен вăтанса йĕрке тăвасчĕ хăть...
Алина ИТТИ.
Август 2026 |
