ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Кашни çулах июлĕн пĕрремĕш шăматкунĕнче Раççей кооператорĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Хĕрлĕ Чутай райповĕ те уява паян савăнăçлă лару-тăрура паллă тăвать.
Райпо районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк витĕм кỹнипе пĕрлех Чăвашпотребсоюз тытăмне кĕрекен предприятисемпе организацисем хушшинче йĕркелекен экономика ăмăртăвĕнче тăтăшах малти вырăнсене йышăнать. Çавăнпах ĕнтĕ Чăвашпотребсоюз ертỹçи Валерий Павлов райпо Канашĕн председательне Александр Степанова тăтăшах тĕрлĕ хисеп хучĕсемпе наградăсем парса чыслать.
Кăçалхи пĕрремĕш квартал кăтартăвĕсемпе райпо потребитель обществисем хушшинче пĕтĕмĕшле ĕç-хĕле аталантарнăшăн иккĕмĕш вырăн йышăннă, обществăлла апатланăва аталантарнăшăн - виççĕмĕш вырăн, çĕрулми пухнăшăн - пĕрремĕш вырăн, çăкăр туса кăларнăшăн - пĕрремĕш вырăн, кондитер изделийĕсене туса кăларнăшăн - иккĕмĕш вырăн, алкогольсăр сĕткенсем туса кăларнăшăн - виççĕмĕш вырăн.
Нумаях пулмасть вара, май уйăхĕнче, Центросоюз çăкăр пĕçерес енĕпе йĕркеленĕ Кубокран Чăвашпотребсоюз команди çĕнтерỹпе таврăннă. Чăваш кооператорĕсене тивĕçлĕ шайра кăтартса пама пултарнă çăкăр пĕçерекенĕсем хушшинче Хĕрлĕ Чутай райповĕн "Четайское" ТЯО технологĕ Маргарита Валентиновна Тихонова та пулнă.
Райпо тытăмне кĕрекен лавккасемпе обществăсенче ĕçлекенсем мĕнле наградăсене тивĕçнипе хаçатăн çитес номерĕнче паллаштарăпăр.
А.СЕМЕНОВА.
Август 2026 |
