Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Хисеп хăми çинче - хăйсен ĕçĕнче чи лайăххисем

Категория: Общество Опубликовано: 05.07.2019, 10:23 Просмотров: 436

Иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май районăн Хисеп хăмине çĕнетнĕ. Ун çинче - тĕрлĕ сферăра тăрăшакан 15 çын сăнĕ.

Хисепе тивĕçнисем хушшинче ачасемпе ĕçлекен те, выльăх пăхакан та, культура тытăмĕнче е сывлăх сыхлавĕнче тимлекен те пур. Вĕсем пурте хăйсен ĕçĕпе ырă тĕслĕх кăтартаççĕ, район пурнăçне лайăхлатма тăрăшаççĕ.

Хисепе тивĕçнисем шутĕнче: "Коминтерн" ЯХПК тĕп агрономĕ Николай Дориянович Воронов, Мăн Этмен шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Татьяна Васильевна Горбунова, Кив Атикассинчи Культура çурчĕн заведующийĕ Николай Васильевич Данилов, Пенси фончĕн районти клиент службин тĕп эксперт специалисчĕ Наталия Георгиевна Кабардаева, Сĕнтĕкçырминчи пĕтĕмĕшле тухтăр практикин уйрăмĕн медицина сестри Надежда Анатольевна Лобова, райадминистрацин право ĕçĕсен секторĕн тĕп эксперт специалисчĕ Алексей Леонидович Матюшкин, районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцин тĕп бухгалтерĕ Нина Гурьевна Меркулова, "Жилсервис" ТЯО дворникĕ Ольга Геннадьевна Митина, Хĕрлĕ Чутайри газ участокĕн мастерĕ Федор Анатольевич Михеев, 33-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн караул начальникĕ Федор Владимирович Михеев, районти полици уйрăмĕн аслă следователĕ Роза Петровна Пудова, райпон тĕп бухгалтерĕн çумĕ Ольга Михайловна Самышкина, Штанаш салин почтальонĕ Зинаида Георгиевна Сидорова, "Нива" ЯХПК директорĕн выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илес енĕпе тимлекен çумĕ Сергей Владимирович Чернов, халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрăн граждансене килте социаллă пулăшупа тивĕçтерекен уйрăм заведующийĕ Раиса Алексеевна Шехрейкина.

Ĕçчен те пултаруллă çынсем ыттисене те тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарса пыраççĕ.

А.Карпова.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6