ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Çуллахи каникул вăхăтĕнче кашниех лагерьте сывлăха çирĕплетме ĕмĕтленет пулĕ. Ачалăх çулĕсем хăвăрт иртсе каяççĕ-çке. Хăшĕ-пĕри вара республика тулашĕнчи лагерьсене кайса курма та май тупать.
Акă Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вĕренекенĕ Мария Аливанкина Раççейри "Орленок" кану тытăмне кĕрекен чи çамрăк "Олимпийская деревня" ача-пăча лагерĕнче канса хăйĕн пултарулăхĕпе палăрма пултарнă. Унăн тренер-преподавателĕ палăртнă тăрăх, унта çитсе курнă ачасем чăн-чăн Олимп паттăрсем пулма вĕренеççĕ.
Мария Хура тинĕс хĕрринче каннă вăхăтра тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса пĕрремĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Ача-пăча лагерĕсен командисем хушшинче стритбол - урамри волейбол - вăййинче те пĕрремĕш пулнă. Ишес енĕпе те маттур вăл. 50 метрлă дистанцие ирĕклĕ майпа парăнтарса финиша пĕрремĕш çитнĕ. Çакăнта унăн преподавателĕсен (физкультура учителĕ - Эдуард Романов, тренер-преподавателĕ - Юрий Столяров) тỹпи те пысăк. Мария шкул саккинченех "Хастар" ФСК-на ишевçĕсен уйрăмне çỹресе пултарулăхне туптать, çулсерен çĕнĕ çитĕнỹсем тăвать.
А.АЛЕКСЕЕВА.
Август 2026 |
