ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Акатуй уявĕнче "Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативĕн сысна пăхаканĕ Лариса Александровна Смалайкина ялхуçалăхĕнчи тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ялхуçалăх ĕçченĕ" хисеплĕ ята илме тивĕç пулчĕ.
Лариса Александровна "Коминтерн" ЯХПК-ра 1991 çултанпа тăрăшать. Малтанах виçĕ çул хушши асăннă хуçалăх çумĕнчи "Радуга" çĕвĕ цехĕнче вăй хунă вăл, унтан лашасене пăхнă çĕрте ĕçленĕ. 2001 çулта вара Лариса Александровна сыснасене пăхма куçнă. Хăй пĕлтернĕ тăрăх, вăл амасенчен уйăрнă çурасене икĕ уйăх хушши пăхнă çĕрте тăрăшать. Выльăх-чĕрлĕхе пăхасси çăмăл ĕç мар, апла пулин те тăрăшуллă хĕрарăм кашни çурана талăкне вăтамран 440 грамм ỹт хуштарать. Хăйĕн ĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланăранах вĕсене ỹт хуштарассине çулсеренех ỹстерсе пырать. Хальхи вăхăтра вăл 1000 яхăн пуç сысна пăхать.
Хуçалăх ертỹçи Альбина Новикова палăртнă тăрăх, Лариса Александровна хăйĕн ĕçне чунтан парăннă. Çакна ĕç кăтартăвĕсем те çирĕплетсе параççĕ.
Çав хушăрах çемйи валли те вăхăт тупать вăл. Вĕсем мăшăрĕпе, Дмитрий Ивановичпа, Туканаш ялĕнче пурăнаççĕ. Мăшăр икĕ ачана ура çине тăратма, вĕсене тивĕçлĕ воспитани пама пултарнă. Хĕрĕ Наташа Чăваш патшалăх ялхуçалăх академине пĕтернĕ хыççăн тĕп хуламăртах юлнă, хăй те ĕçлет ĕнтĕ. Ывăлĕ Алексей çар тивĕçне пурнăçланă, нумаях пулмасть салтак аттине хывнă. Вăл халĕ ашшĕ-амăшне хуçалăхра пулăшать. Çакна та палăртмалла, Лариса Александровнăн мăшăрĕ те чылай çул хушши "Коминтернра" электрикра тăрăшать, хуçалăхри ытти ĕçсене те пурнăçлать. Тăрăшуллă çемье ялта та хисепре.
А.ВАСЮКОВА.
Август 2026 |
