Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Кив Ирчемес каччи Хĕрлĕ площадьри парада хутшăннă

Категория: Общество Опубликовано: 31.05.2019, 09:20 Просмотров: 681

QXcfULD oBEПирĕн районти яшсем шкултан вĕренсе тухсан малалла пĕлỹ илме çарпа çыхăннă вĕренỹ заведенийĕсене суйласа илни савăнтарать. Акă Кив Ирчемесре çуралса ỹснĕ, пĕлтĕр Мăн Этменти вăтам шкултан вĕренсе тухнă Георгий Юрьевич Романов та десантник пулма ĕмĕтленнĕ. Çавăнпах пулĕ вăл ачаранах спортпа туслашнă, йывăрлăхсене парăнтарма хăнăхса пынă...

Хальхи вăхăтра Георгий Рязаньти В.Ф.Маргелов арми генералĕ ячĕпе хисепленекен сывлăшпа десант çарĕсен аслă училищинче пĕрремĕш курсра пĕлỹ илет. Сăмах май, Георгийăн маçаккăшĕ те (мăнукне шăпах унăн ятне панă) десантник пулнă иккен.

Георгий Çĕнтерỹ парадне Мускав облаçĕнчи Алабино хулинче виçĕ уйăх хушши хатĕрленнĕ. Хаçат вулакансем ас тăваççĕ пулĕ, нумаях пулмасть эпир Рязаньти сывлăшпа десант çарĕсен аслă училищинче вĕренекен Константин Секайкин та парада хутшăнни пирки çырнăччĕ. Пирĕн район каччисем иккĕшĕ те пĕр çĕрте вĕренеççĕ пулин те, Георгий Мускаври парадра Костьăпа пĕрле мар, урăх ушкăнпа утнă.

Георгийăн ашшĕ ывăлĕ парадра утнине майăн 9-мĕшĕнче телевизорпа пăхнă, стройпа утакан йăрăс пỹллĕ кур-сантсем хушшинче ывăлне асăрхаса юлма ĕлкĕрнĕ вăл. Георгийăн юлташĕсем те ăна телевизорпа парад пăхнă май асăрханă, çакна унăн амăшне те, Венера Анатольевнăна, пĕлтернĕ.

Мучикассинчи библиотекăра ĕçлекен Венера Романова майăн 9-мĕшĕнче районти Çĕнтерỹ уявне хутшăннăран парада тỹрĕ эфирта пăхайман, кайран интернетпа усă курса пăхнă. Ывăлĕ çĕршывăн тĕп хулинчи Хĕрлĕ площадьре иртнĕ парада хутшăннăшăн савăннине пĕлтерчĕ вăл. Шкулта вĕреннĕ чухне Владимир Кукушкин учитель хатĕрленипе çамрăк армеецсен парадне пĕрре кăна мар хутшăннă иккен Георгий. Паллах, ун чух илнĕ пĕлỹ ăна халĕ питĕ кирлĕ пулнă.

Венерăпа Юрий Романовсем виçĕ ачана кун çути парнеленĕ. Аслă хĕрĕ ỹссе çитсе пурнăç çулĕ çине тăнă ĕнтĕ, кĕçĕнни вара кăçал шкула кайма хатĕрленет. Романовсем вăтамми, пĕртен-пĕр ывăлĕ, çулла отпуска килессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Мускаври парад хыççăнах Георгие парашютпа сикме илсе кайнă иккен. Ывăлĕ парашютпа хальччен темиçе хутчен сикнĕ пулин те, амăшĕ çав-çавах хумханать.

Палăртмалла, Георгий Романов та Çĕнтерỹ парадне хутшăннăшăн Раççей Оборона министерствин медальне тивĕçнĕ.

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6