Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Никама та манман, нимĕн те манăçман...

Категория: Общество Опубликовано: 17.05.2019, 11:22 Просмотров: 600

"Вилнисем чĕррисемпе пĕр рете тăрсан Раççей вăйлăрах пулать", - çапла каланă иккен пуласлăх çинчен пĕлтерекен Ванга темиçе теçетке çул каялла. Сăмах Раççейре юлашки çулсенче йĕркелесе ирттерекен "Вилĕмсĕр полк" пирки пынă теççĕ.

Чăнах та, кăçал "Вилĕмсĕр полк" çĕршывра 10 миллион ытла, республикăра 70 пине яхăн çынна пухнă. Хĕрлĕчутайсем те асăннă полк йышне тăчĕç, вăрçăра пуç хунисен, Тăван çĕршыва тискер тăшманран хỹтĕленĕ тăванĕсен, çывăх çыннисен сăнỹкерчĕкĕсене çĕклесе утакансен йышĕ пине яхăн та пулчĕ пулĕ. Хĕрлĕ Чутайри Турă Хĕресне Çĕкленĕ храм патĕнчен пуçласа Çĕнтерỹ лапамне çити шкул ачисем, вĕрентекенсем, тĕрлĕ çĕрте ĕçлекенсем, районти ялсенче пурăнакансем, хăнасем утрĕç. Малта - Раççей ялавне тата Çĕнтерỹ ялавĕн копине çĕклесе утакан Хĕрлĕ Чутай шкулĕн çамрăк армеецĕсем, унтан - шествине пухăннисем. "Вилĕмсĕр полк" тата вăрçă вăхăчĕ çинчен юрăсем янăранă май шестви ерипен утрĕ, утнăçемĕн вĕсем патне вăрçăра пулнисен сăнỹкерчĕкĕсене çĕкленĕ çынсем татах хушăнса пычĕç. Вĕсем хушшинче ача садне çỹрекенсене те курма пулчĕ.

Çитес çул эпир Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнине паллă тăвăпăр. Ун чухне "Вилĕмсĕр полк" йышĕ татах ỹсессе шанас килет - мирлĕ пурнăç парнеленисене асра тытни пире пĕр çĕре чăмăртать, кăмăл-туйăм енчен вăйлăрах тăвать...

А.КАРПОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6