ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Шупашкарта халĕ пирĕн ентеш, Совет Союзĕн Геройĕ Алексей Логинов ячĕпе хисепленекен урам пур. Герой ятне Карл Маркс урамĕпе Ярославская урам хушшинчи проезда панă, унта Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин çĕнĕ çурчĕ вырнаçнă.
Аса илтеретпĕр, тĕп хулари урама Алексей Логинов ятне парассине пĕлтĕрхи сасăлав палăртрĕ. Упукушкăнче çуралса ỹснĕ, хăй вăхăтĕнче районти милици уйрăмĕнче ĕçленĕ çыншăн хĕрлĕчутайсем пĕрле кар тăрса ытларах сасăланăран халĕ Шупашкарта пирĕн ентеш ячĕпе хисепленекен урам пур.
Майăн 8-мĕшĕнче Шалти ĕçсен министерствин çĕнĕ çурчĕ умĕнче Совет Союзĕн Геройĕн Алексей Романович Логиновăн палăкне уçнă. Çĕнтерỹ кунĕ умĕнхи мероприятие республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин, депутатсем, Шалти ĕçсен министерствин ветеранĕсем тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров ертсе пынипе район делегацийĕ, çав шутра Алексей Логиновăн тăванĕсем, хутшăннă. Геройăн мăнукĕ Валерий Гордеев кукашшĕн палăкне уçас ĕçе хутшăннисене тав туса сăмах каланă.
Петр Пупин скульптор туса хатĕрленĕ çĕнĕ палăк салтаксене çапăçăва ертсе пыракан командира сăнлать. Скульптура авторĕ Геройăн палăкне хатĕрлеме интереслĕ те сумлă пулнине палăртнă.
Пирĕн ентешĕн палăкĕ умĕнче халĕ Шупашкарта пурăнакансемпе тĕп хула хăнисем сăн ỹкерттереççĕ. Асăннă палăк Çĕнтерỹ кунĕн хăйне евĕр символĕ пулса тăчĕ.
А.КАРПОВА.
Август 2026 |
