ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Майăн 9-мĕшĕнче хĕрлĕчутайсем çĕршыври пур çын пекех Çĕнтерỹ кунне анлăн паллă турĕç. Çĕршывăн чи сумлă та мухтавлă уявне паллă тума Хĕрлĕ Чутай салин Çĕнтерỹ лапамне халăх чылай пухăнчĕ. Ăшă та хĕвеллĕ çурхи кун пире мирлĕ пурнăç парнеленисене чыс тунă май чи малтан "Вилĕмсĕр полк" утрĕ, унтан уявăн савăнăçлă пайĕ пуçланчĕ.
Райадминистрацин культура пайĕ йĕркеленипе, районти Культура çурчĕн тата ял тăрăхĕсенчи культура ĕçченĕсем тăрăшнипе пухăннисем вăрçăпа тата Çĕнтерỹпе çыхăннă театрализациленĕ представлени курчĕç. Çĕнтерỹ кунне уявлама пухăннă халăха кăсăклă пултăр тесе маттур культура ĕçченĕсем çулсерен мĕн те пулин çĕннине шухăшласа кăлараççĕ. Пĕлнĕ тăрăх, кун пеккине пур районта та курма пулмасть.
Паллах, Аслă Çĕнтерĕве 74 çул çитнине халалланă уявăн чи сумлă хăнисем ветерансем пулчĕç. Шел, паян пурăнакан ветерансенчен пурте уява тухайман.
Тумликассинче пурăнакан Кузьма Кузьмич Аргандейкин ветерансен ячĕпе сăмах илчĕ, пурне те Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе саламласа тăнăç пурнăç сунчĕ.
Унтан район ертỹçисемпе тĕрлĕ хăнасем, шкул ачисем вăрçăра пуç хунисене асăнса Мухтав монуменчĕ патне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Сăмах май, монумент патĕнче кунĕпех ĕмĕрлĕх вут çунчĕ, Хусанушкăнь шкулĕн çамрăк армеецĕсем хисеп караулĕнче тăчĕç. Çĕнтерỹ уявне районти шкулсенчи çамрăк армеецсен парачĕ тата çар техники иртни, шкул ачисемпе аслисем ташласа юрлани сĕм кĕртрĕ.
А.ОРИНОВА.
Август 2026 |
