ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Районти хуçалăхсен хĕрỹ тапхăр пырать. Уй-хирте техника шавĕ кăна тăрать. Çанталăк ăшă тăнине кура кăçал хуçалăхсем çуракине вăхăтра вĕçлемелле. Çурхи кун çулталăк тăрантарать тесе ахальтен каламан-çке. Апрелĕн 30-мĕшĕ тĕлне çуракине "Коминтерн", "Нива" ЯХПК-сем, "Свобода" колхоз, "Заготовки" ТЯО, Н.Кряжин, Д.Кузнецов, Ю.Тибогайкин хресченпе фермер хуçалăхĕсем, В.Никитин уйрăм предприниматель тухнă.
Майăн 6-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсем çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене 1785 гектар çинче акнă, вăл шутра тулă 220 гектар йышăнать, урпа - 1225 гектар, сĕлĕ - 200 гектар. Çĕрулми лартнă лаптăк 5 гектарпа танлашать. Пĕр çул ỹсекен курăксене 86 гектар акнă.
Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕ кулленех хуçалăхсен ĕçне тĕрĕслет. Акă нумаях пулмасть ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Владимир Храмов "СТК-21" ТЯО-на тата "Свобода" колхоза, Д.Кузнецов хресченпе фермер хуçалăхне çитсе курнă. "СТК-21" ТЯО-ра çурхи культурăсене 305 гектар çинче акма палăртнă. Кунта ĕçсене ăнăçлă ирттерме çĕнĕ техника - 2,5 миллион тенкĕлĕх МТЗ-1221 трактор - туяннă. "Свобода" колхоз ĕçченĕсем те çурхи ырă çанталăкăн хакне аван туяççĕ, ĕçсене кĕске вăхăтра вĕçлеме палăртнă. Кунта çурхи культурăсене 190 гектар çинче акнă тата 250 гектар акмалăх лаптăк хатĕрленĕ.
Çак куна çурхи ĕçсене вĕçленĕ хуçалăхсем те пур. Вĕсем - "Заготовки" ТЯО, Н.Кряжин, Д.Кузнецов хресченпе фермер хуçалăхĕсем тата В.Никитин уйрăм предприниматель.
Районти пур хуçалăха та çуракине вăхăтра тата пахалăхлă ирттерме вăрлăхпа, минераллă удобренисемпе, техникăпа тивĕçтернĕ.
А.ВАСЮКОВА.
Август 2026 |
