Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Сар хĕвелĕ ăшăтрĕ, хире тухма васкатрĕ

Категория: Общество Опубликовано: 26.04.2019, 10:59 Просмотров: 666

Районти ялхуçалăх предприятийĕ сем çурхи ĕçсене пуçăннă. Чи малтанах уй-хир техники "Коминтерн" тата "Нива" ЯХПК-сенче ĕçлеме пуçланă.

Халĕ районта кĕрхи культурăсене, нумай çул ỹсекен курăксене апат-лантарас ĕç пырать. Çав хушăрах малта пыракан хуçалăхсем акана та тухнă. Акă апрелĕн 23-мĕшĕнче "Нива" ЯХПК-ан механизаторĕсем акмалли агрегата уй-хире кăларнă, тăпрана пĕрремĕш вăрлăх хывнă. Кунта чи малтанах урпа акма пуçланă. Ялхуçалăх предприятийĕн тĕп агрономĕ Алексей Воронов каласа панă тăрăх, çак культура 366 гектар йышăнмалла. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем валли 776 гектар уйăрнă.

Çĕртме тăвас ĕç те вĕçленмен-ха. "Коминтернра" çĕртмене пĕтĕмпе 1000 гектар çинче йăтмалла. "Нивара" вăй хуракансен çак ĕçсене 937 гектар çинче туса ирттермелле. Хуçалăхсенче ỹсен-тăран удобренийĕпе хỹтĕлев хатĕрĕсене çителĕклĕ туянса хунă. Нумаях пулмасть çĕнĕ техника туяннă - 688 пин тенкĕлĕх сеялка. Çак акмалли агрегат "Коминтерн" хуçалăха самай пулăшĕ. Унăн акмалли çĕр лаптăкĕ 1800 гектар йышăнать. Вĕсенчен 950 гектарĕ тыр-пул пулĕ, 400-ĕшĕ - пĕр çул ỹсекен курăксем, 400-ĕшĕ - кукуруз. Кунта апрелĕн 24-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ культурăсене 400 гектар çинче апатлантарнă. Уй-хирте 12 техника ĕçлет.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров палăртнă тăрăх, çурхи уй-хир ĕçĕсене йĕркеллĕ ирттерсен хуçалăхсенчи ака ĕçĕсем палăртнă вăхăта вĕçленмелле. Çакна валли ялхуçалăх техники юсавлă, çĕр ĕçченĕсен ĕçлес туртăм та пур.

А.ВАСЮКОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6