ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Мартăн 22-мĕшĕнче Кỹпеш ялĕнче пурăнакан Ольга Федоровна Михопарова хăйĕн 90 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ. Çак ятпа ветеран çывăх тăванĕсемпе хăнасенчен ăшă сăмахсем йышăннă, РФ Президенчĕн салам Çырăвне тивĕçнĕ.
90 çула çитесси - уй урлă каçасси мар. Çак çулти ватăсен çамрăклăхĕ пĕрпекрех иртнĕ. Нушине сахал мар курма тивнĕ ветеранăн. Мĕн ачаран аслисемпе тан уй-хирте, колхозра, вăрманта ĕçленĕ. Пĕр ĕçрен те хăраса тăман, çутă ĕмĕтпе малалла талпăннă.
Ольга Федоровна мăшăрĕпе пилĕк ачана кун çути парнеленĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă, ачаранах ĕçе хăнăхтарнă.
Паянхи кун та ĕçсĕр лармасть ветеран. Хуçалăхри ĕçсене пурнăçласанах çĕвĕ машини умне ларать, чăваш кĕпи çĕлеме тытăнать. "Эпĕ чăваш халăх çи-пуçне çĕлеме кăмăллатăп. Ман шутпа мăн асаттесемпе мăн асаннесенчен юлнă йăла- йĕркене, культурăна сума сумалла. Пирĕн чăваш çи-пуçĕ хăйнеевĕрлĕхпе уйрăлса тăрать", - хавхаланса каласа парать хăйĕн юратнă ĕçĕ пирки кинемей. 90 çулхи юбилейне те вăл хăнасене хăй аллипе ăсталанă чăваш кĕпипе кĕтсе илнĕ. Çĕвĕ машини те унăн куç умĕнчех ларать. Ăна мăшăрĕ парнеленĕ иккен. Шел те, мăшăрĕн, Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕн, пурнăçĕ 78 çулта татăлнă.
Ольга Федоровна кашни кунпа савăнса пурăнать, шỹтлеме кăмăллать. "Вăрăм пурнăçăн вăрттăнлăхĕ - ĕçе тата пурнăçа юратнинче", - тет вăл. Ачисен, çичĕ мăнукĕн тата çичĕ кĕçĕн мăнукĕн тимлĕхĕпе юратăвĕ те ватăна пурăнма вăй-хал хушса пырать.
А.ВАСЮКОВА.
Август 2026 |
