ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Алла кĕнеке тытма кăмăллакансене районти библиотекăсенче хаваспах кĕтсе илеççĕ. Ĕçе чунтан парăннă çынсем ватти-вĕттине те çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарма васкаççĕ, вĕсене валли тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ.
Акă Сĕнтĕкçырми библиотекинче тăрăшакан Елена Васильевна Самсонова та хăйĕн кун-çулне кĕнекесемпе, унăн тус-тантăшĕсемпе çыхăнтарнă. Çак ĕçре вăл 29 çул тимлет. Хусанушкăнь ял тăрăхĕн пуçлăхĕ те ун пирки ыррине кăна калать. Елена Васильевнăсăр ялти, районти пĕр мероприяти те, пултарулăх фестивалĕ те иртмест иккен. Пĕр-пĕр курав-и, фестиваль-и - вăл яланах ыттисене хавхалантарать, коллектива "чĕртет" темелле. Унсăр пуçне клуб ертỹçипе Фаина Яковлевна Корчагинапа пĕрле шкул ачисене валли тĕрлĕ ташă каçĕсем йĕркелеççĕ. Çамрăксемпе ĕçлеме юратнине пула ачасем те ун патне туртăнаççĕ, вăл ирттернĕ уявсене, конкурссене хутшăнма васкаççĕ.
Пур енчен те пултаруллă хĕрарăм çемйи валли те, пĕчĕк мăнукĕ валли те вăхăт тупать. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнать çемье.
Мăшăрĕн Мускавра тăрăшма тивет пулин те, çемье чун канăçне ĕçре кăна мар, спортра та туптать.
А.ВАСЮКОВА.
Август 2026 |
