ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕ пуçарнă "Аваллăха упраса - малашлăха ĕненсе" проект шайĕнче мартăн 1-мĕшĕнче Мăн Этменти вăтам шкулта пысăк мероприяти иртнĕ. "Чутайра чăвашлăх упранать" ятпа иртнĕ чăвашлăх уявне шкулти пур ĕçченпе шкул ачи кăна мар, ашшĕ-амăшĕ те, ял çыннисем те, районти ытти педагогсем те хутшăннă. Унпа пĕрлех Мăн Этмен шкулне ЧНК-н сумлă делегацийĕ килсе çитнĕ.
Чăваш культурин уявне мăнэтменсем тĕплĕн хатĕрленнĕ, хăнасене çăкăр-тăварпа, юрă-ташăпа кĕтсе илнĕ. Шкулăн кашни кĕтесĕнче тенĕ пекех чăваш тĕррине, ĕлĕкхи кил-тĕрĕшри япаласене, чăваш апат-çимĕçне курма пулнă.
Уява хастар хутшăннă пур çын та чăвашла тăхăннă, шкул вĕрентекенĕсем вара Чутай туй арăмĕсен тĕрленĕ шурă кĕписемпе, сурпанпа пулнă, саппун çакнă.
Тăван чĕлхене, йăла-йĕркене упраса хăварма пулăшакан мероприятире ачасем районти йăла-йĕркесемпе çыхăннă уявсене - Çăварни, вăйă, выртма, салтака ăсатни - сăнласа панă. "Елĕм", "Айхол" фольклор ушкăнĕсем улах ларнине, утăçи вăхăтне сăнласа панă.
Унтан тĕрĕ тĕрлес, чăваш ташшине ташлас, пуканесене выляттарас тата ытти енĕпе ăсталăх урокĕсем иртнĕ. Вĕсене Шупашкартан килсе çитнĕ специалистсем ирттернĕ. Хыççăн вара чăваш тумне тăхăннă шкул ачисем, педагогсем, уява килсе çитнĕ хăнасем пысăк вăйă карти йĕркеленĕ, унта чăваш юрри хавассăн янăранă.
А.ТИМОФЕЕВА.
Август 2026 |
