ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Сывлăш температури час-часах улшăнса тăнă май, чирлес хăрушлăх самай ỹсет. Акă хальхи вăхăтра районта гриппа тата респираторлă вируслă инфекципе чирлекенсен йышĕ пысăк. Республикипех сыватмалли учрежденисенче карантин çирĕплетнĕ. Районти тĕп больницăра та вăл пырать. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вара грипа пула вăхăтлăха пĕр класс хупăннă. Палăртнă тăрăх, чирлекенсен хисепĕ 20 процентран иртсен карантина хупаççĕ. Районти ытти шкулсенче чирлекенсем пур пулсан та, вĕсен йышĕ 10 процентран сахалрах пулнине çирĕплетеççĕ райадминистрацин вĕрентỹ пайĕнчен.
Мана вирус çакланмасть тесе никам та çирĕплетсе калаймасть, анчах та йывăр чирлес хăрушлăха чакарма пулатех. Çакна валли ансат сĕнỹсем пулăшĕç. Чи малтанах гигиена правилисене пăхăнмалла: çи-пуçпа вырăн таврашне тасалăхра тытмалла, пỹлĕмре пуçтарсах тăмалла тата тăтăшах уçăлтармалла. Сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла: усал йăласенчен (пирус, эрех) хăтăлмалла, тĕрĕс апатланмалла, ĕçпе канăва шайлаштармалла. Çавăн пекех хăвăр иммунитета çирĕплетме тăрăшмалла: спортпа туслă пулмалла, витаминсемпе тата минераллă япаласемпе, аминойỹçексемпе пуян апат çимелле. Профилактика мерисене йышăнмалла: прививка тутармалла е эпидеми хăрушлăхĕ пур-тăк ятарлă эмелсем ĕçмелле. Асра тытăр: вăхăтра тунă прививка чирлес хăрушлăха икĕ хут чакарать, чир те çăмăлрах иртет, йывăрлăхсем те пулмаççĕ. Вакцинаци хыççăн грипп вирусĕсем тĕлĕшпе иммунитет икĕ эрнерен çирĕпленет, 12 уйăха тăсăлать. Ỹт температури ỹссен, хăвăра аван мар туятăр пулсан тухтăр патне каймалла. Хăвăр тĕллĕн сывалма е сыватма ан тăрăшăр. Кун пек чухне ĕçе е шкула каймалла мар, çынсемпе хутшăнассинчен те пăрăнмалла. Хăвăр сывă мар пулсан е юлташсемпе тăвансем хушшинче гриппа чирлисем пур-тăк ятарлă маска тăхăнмалла.
Л.ЗАЙЦЕВА, райбольницăн врач-инфекционисчĕ.
Август 2026 |
