Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Чаршав уçăлсан асам пуçланать...

Категория: Общество Опубликовано: 08.02.2019, 10:12 Просмотров: 597

IMG 6123Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе 2019 çула Раççейре Театр çулталăкĕ тесе йышăннă. Çавна май февралĕн 1-мĕшĕнче районта Театр çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура официаллă майпа уçрĕç.

Театр çулталăкне уçасси икĕ тапхăрпа иртрĕ теме пулать. Малтанах кăнтăрла Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетекен анлă канашлăва пуçличчен, районти Культура çуртĕнчи фойере йĕркеленĕ куравпа паллашрĕ. Кунта хамăр патра тата ытти çĕршывра театр мĕнле аталаннине сăнларĕç, районти культура ĕçченĕсем тата шкул ачисем тĕрлĕ сăнарсене калăпларĕç. Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 1 Г класра вĕренекен Алена Фролова, ỹссен артистка пулма ĕмĕтленекенскер, сумлă хăнасене театр пирки калакан сăвва питĕ пултаруллă вуласа пачĕ.

Каçхине вара Культура çурчĕн сцени çине районти театр пултарулăх ушкăнĕсем тухрĕç, тĕрлĕ спектакльсен сыпăкĕсене лартса пачĕç. Чаршав уçăлсан асам пуçланнине Тралькассинчи, Сĕнтĕкçырминчи Культура çурчĕсем çумĕнчи тата районти Культура çурчĕн Çамрăксен театрĕн артисчĕсем çирĕплетсе пачĕç. Вĕсемпе пĕрлех уяв каçне çамрăксем тата куракансем хушшинче тахçанах ырă ята тивĕçнĕ артистсем хăйсен ташши-юррисемпе илем кỹчĕç.

Аса илтеретпĕр, пирĕн районта çулсеренех "Асамлă чаршав" фестиваль иртет, пĕлтĕртенпе ăна республика шайĕнче йĕркелеме пуçларĕç. Кăçал, Театр çулталăкĕ пулнă май, спектакльсем лартас ĕç малалла пурнăçланасса, çĕнĕрен те çĕнĕ талантсем çуталасса шанатпăр.

А.КАРПОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6