Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Амăшĕпе хĕрĕ -Таньăсем

Категория: Общество Опубликовано: 25.01.2019, 10:24 Просмотров: 803

uzgS8Qgd6N8Районта Таня ятпа çỹрекенсем сайра пулнине тишкернĕ хушăрах манăн Атнарти пĕр çемьере амăшĕ те, хĕрĕ те Таня ятлă пулни пирки пĕлме тỹр килчĕ. Сăмах «Пучах» ача садĕнче вăтăр çул ытла медицина сестринче тимлекен Татьяна Павловна Семеновапа унăн Татьяна хĕрĕ пирки пырать.

Семеновсен хĕрĕ Татьяна Валерьевна темиçе çул каялла Ишеккассинче çуралса ỹснĕ Александр Карповпа пĕрлешсе çемье çавăрнă, вĕсен хĕр пĕрчи ỹсет. Хальхи вăхăтра çамрăк çемье Шупашкарта пурăнать. Суд приставĕсен федераллă службин Чăваш Республикинчи управленийĕнче пристав-исполнительте тимлекен Татьяна Валерьевна халĕ пĕчĕк хĕрне пăхнă май отпускра шутланать. Ачине садикпе тивĕçтерсенех ĕçе тухма ĕмĕтленет.

Çемьере Татьянăсем чылай пулнăран Карповсем хĕрне Эвелина ят пама кăмăл тунă. Сăмах май, Эвелинăн хĕресне амăшĕ те Татьяна ятлă иккен.LRIF6nlsWeA

Хăйне вара çак ята кам панине Татьяна Валерьевна çапла ăнлантарчĕ: "Манăн аннен кукамăшĕ те Татьяна ятлă пулнă, аннене ăна чысласа Таня ят панă. Мана вара Настя ят хурасшăн пулнă, анчах та атте Таня ят çыртарнă - мана та аннене юратнă пекех питĕ юратас тесе..."

Амăшĕпе хĕрĕ иккĕшĕ те хăйсене Таня ят питĕ килĕшнине палăртаççĕ. Вĕсем Татьяна кунне яланах паллă тăваççĕ, çак кун Шупашкарта пулсан Çветтуй Татьяна чиркĕвне каяççĕ.

Хăйĕн юратнă амăшĕ пирки вара Татьяна Валерьевна çапла калать: "Анне пире ĕçе хăнăхтарса ỹстерчĕ, çывăх çынсене юратма вĕрентрĕ. Вăл пурнăçра чăн-чăн туслăхпа шанчăклăх пуррине, çакă пĕтĕмпех çынсене юратнăран çуралнине хăйĕн тĕслĕхĕпе кăтартса пачĕ. Анне - чи юратаканни те чи тимли, вăл яланах юнашар".

Пурнăç малаллах вĕт - кам пĕлет, тен, вăхăт иртнĕçемĕн кукамăшне, Татьяна Павловнăна, хисеплесе те юратса Таня ят панă мăнуксем (е кĕçĕн мăнуксем) те ỹсĕç?

Алина Карпова.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6