ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Çак сăмахсем - Мăн Этмен ялĕнче пурăнакан Александр Петрович Трофимовăн сăввинчен. Унăн ятне вулакансем райхаçат страницисенче тăтăшах тĕл пулаççĕ, вăл - пирĕн обществăлла корреспондент, поэт, прозаик, публицист, куçаруçă, 16 кĕнеке авторĕ.
Александр Трофимов Турхан ялĕнче 1939 çулхи январĕн 10-мĕшĕнче çуралнă, литература ĕçне çамрăклах тытăннă. Вăл - Чăваш писателĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ, статьясем, очерксем, сăвăсемпе поэмăсем чăвашла тата вырăсла çырать, вырăс поэчĕсен сăввисене чăвашла куçарать.
2018 çулта Александр Петровичăн икĕ çĕнĕ кĕнеки кун çути курнă: "Шухăшăм-çунатăм" (сăвăсен пуххи) тата хăйĕн 80 çулхи юбилейне халалланă "Утăм" сăвăлла романĕ.
Александр Трофимов хăйĕн пурнăçне литературăна кăна мар, ачасене вĕрентес ĕçе те халалланă. Вăл тĕрлĕ çулсенче учитель, класс тулашĕнчи ĕçсен йĕркелỹçи, директорăн вĕренỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ, директор пулнă, пилĕк çул хушши районти вĕренỹ пайне ертсе пынă, унтан каллех шкулта ĕçленĕ.
Александр Петровичпа мăшăрĕ, Вера Федоровна, пилĕк ача çуратса çитĕнтернĕ, ура çине тăратнă, пурне те аслă пĕлỹ панă. Халĕ Трофимовсем ачисемпе мăнукĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн савăнса пурăнаççĕ. 50 çул ытла пурнăç çулĕпе пĕрле утакан мăшăр ачисене тивĕçлĕ воспитани панăшăн, çемье йăлисене çирĕплетнĕшĕн "Юратупа шанчăклăхшăн" медале те тивĕçнĕ.
Вулакансене Александр Петрович Трофимовăн 2018 çулхи октябрь уйăхĕнче çырнă сăввипе паллаштаратпăр.
Хирĕç мар
Пурăнмашкăн çĕр çул та эп хатĕр,
Икçĕр çул тапăçма хирĕç мар.
Ырлăх-сывлăх кăна ан хавшатăр,
Савнă мăшăр пулсан юнашар.
Çĕнĕ кун илемне кăмăллатăп,
Ытамлатăп тĕнче уçлăхне.
Ĕмĕтпе мал енне талпăнатăп,
Эп мухтатăп этем ăс-тăнне.
Ятлă-сумлă Раççей пархатарĕ
Шанăç патăр пулмашкăн пĕрле.
Пур инкек-синкекрен вăл хăтарĕ
Чăваш ен халăхне те, пире.
Пурăнмашкăн çĕр çул та эп хатĕр,
Икçĕр çул тапăçма хирĕç мар.
Ирсерен тухса хĕвел хĕмлентĕр,
Вăрçă терчĕ пире кирлĕ мар.
Август 2026 |
