ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Декабрĕн 23-мĕшĕнче Мускаври олимпиецсене хатĕрлекен пĕртăван Знаменскисен ячĕпе хисепленекен спорт керменĕнче çăмăл атлетика енĕпе ветеран командисен "Матч 4х" ятлă ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта Мускав, Санкт-Петербург, Хусан хулисен тата Раççейĕн пĕрлештернĕ командисем хутшăннă.
Раççейĕн пĕрлештернĕ командишĕн Чăваш Республикинчен 5 спорт ветеранĕ ăмăртнă, вĕсем хушшинче - пирĕн районти Хусанушкăнь ялĕнче пурăнакан Валентин Харитонов та.
Ăмăртăва 43 регионтан 200 яхăн спортсмен хутшăннă. Спортсменсем тĕрлĕ енлĕ ăмăртнă: 60, 400, 800, 3000 метр чупнă, барьер урлă сиксе 60 метра чупнă, 3000 метр хăвăрт утнă, тăршшĕне, çỹллĕшне сикнĕ тата ытти те. Кашни спортсмен икĕ енлĕ ăмăртма пултарнă.
Раççей шайĕнчи ăмăртусенче пĕрре кăна мар палăрнă Валентин Харитонов кунта та ăнăçлă ăмăртнă, хăй виçинчи спортсмен-сем хушшинче 60 метра барьерсем урлă чупассипе 1-мĕш пулнă, 400 метра чупса иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Мускаври ăмăртусенчен ылтăн тата кĕмĕл медальпе таврăннă спорт ветеранне малашне те ăнăçлă ăмăртма сунатпăр.
А.ТИМОФЕЕВА.
Август 2026 |
