Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Газшăн, çутăшăн, шывшăн тỹлесси улшăнать

Категория: Общество Опубликовано: 21.12.2018, 11:04 Просмотров: 491

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2018 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнчи 512 № йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, çитес çултан халăха тивĕçтерекен çутçанталăк газĕн хакĕ улшăнать. Çакă 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен НДС ставки 20 процент ỹснипе çыхăннă. Çавăнпа та январĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă пулăшусемшĕн тỹлесси 1,7 процент индексациленет, 2019 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен - 2 процент.

НДС-ăн 20 процентлă ставкине шута илсен республикăра газ хакĕ январĕн 1-мĕшĕнчен пĕр кубла метршăн 5,62 пус пулать. Хальхи пĕр кубла метр хакĕнчен 9 пус хаклăрах.

Çапла вара 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен граждансен газ плитипе усă курса апат пĕçернĕшĕн (газ счетчикĕ çук пулсан) пĕр çын пуçне 67,44 тенкĕ тỹлеме тивет. Ỹсĕм 1,7 процент пулать. Хальхи вăхăтра газшăн пĕр çын пуçне тỹлемелли хак 66,36 тенкĕпе танлашать.

Çутăшăн тỹлемелли хаксем те улшăнаççĕ. Январĕн 1-мĕшĕнчен хулара пурăнакансен пĕр киловат сехетшĕн 3,30 тенкĕ тỹлемелле пулать (ỹсĕм 1,6 процентпа е 5 пуспа танлашать), ялта пурăнакансен - 2,31 тенкĕ (ỹсĕм - 1,4 процент е 3 пус).

Вĕри тата сивĕ шывшăн, ăшăшăн, хытă каяшсене илсе тухассишĕн тарифсем çак пулăшусемпе мĕнле ресурс организацийĕ тивĕçтернинчен килет. Енчен те организаци НДС тỹлет пулсан, хаксем улшăнма пултараççĕ.

Тарифсем пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикин конкурентлă политикăпа тарифсен патшалăх службин сайтĕнче пĕлме пулать.

А.ТИМОФЕЕВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6