Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Йытăсемшĕн хуçисен яваплă пулмалла

Категория: Общество Опубликовано: 12.12.2018, 09:08 Просмотров: 552

sobaki-1Ирĕкре çỹрекен йытăсем, вĕсен хуçисем пурри никамшăн та вăрттăнлăх мар, пĕрле пухăн-са иртен-çỹрене шиклентерни пурне те калаçтарать. Çу кунĕсенче вĕсем аплах курăнмаççĕ. Хĕллехи-çуркуннехи тапхăрта вĕсене кашни урамрах курма пулать. Йĕркинпех хăратаççĕ вара вĕсем, ватти-вĕттине те тиркемеççĕ. Сахал пулнă-им районтах йытăсем çынсене хăратнă, тапăннă тĕслĕхсем?

Çав йытă хуçисем мĕн çинчен шухăшлаççĕ-ши? Хăйсем усракан чĕрчунсемшĕн яваплă пулнине пач та ăнланмаççĕ-ши? "Пирĕн йытă усал мар, çынна та тĕкĕнмест, сасси те çук, вĕрме те пĕлмест", - тет чылайăшĕ. Анчах та йыттăн хỹри кукăр тесе ахальтен каламан. Çынна çыртсан-тусан тин мĕн тăвăн?

Йытă усракансен, чăнах та, яваплăрах пулмалла, тăватă ураллă тусĕсене ирĕке кăлар-са ямалла мар. Ача сачĕсем, шкулсем çывăхĕнче те йытăсем пухăннине час-часах курма пу-лать. Халăх йышлă çỹрекен вы-рăнта та хăйсене хуçа пек туяççĕ вĕсем.

Саккунпа килĕшỹллĕн, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен çынсене хăтлăх туса памалла. Ял урамĕсем тăрăх пĕр шиксĕр çỹресси хăтлăх шутланмасть-и? Ирĕкре çỹрекен йыттăн хуçине тупма йывăр мар. Йытă хуçисене асăрхаттарсах тăмалла, вĕсемпе ăнлантару ĕçне ирттермелле. Ирĕке кăларса яракансене штраф парсан та лайăх пулĕччĕ. Пирĕн пурнăçра чылай япала пирĕнтен хамăртан килет. Çакна тĕпе хурсан тин пурне те пурăнма хăтлăрах, меллĕрех пулать.

А.АЛЕКСЕЕВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6