ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Кăçал республикăра иртекен Иван Яковлев çулталăкне халалласа тата çемье тĕрекне вăйлатас, чăвашлăх туйăмне çитĕнекен ăрура аталантарас тĕллевпе декабрĕн 6-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче «Чи пултаруллă хунямапа кинĕ» конкурс иртрĕ. Ăна Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет председателĕ Юлия Ма-реева тата Лариса Краснова юрăç ертсе пычĕç.
Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕ йĕркелесе ирттернĕ конкурса пирĕн районти Пантьăк тата Питĕркасси ял тăрăхĕсенчи, кỹршĕ Муркаш тата Çĕмĕрле районĕсенчи тăватă хунямапа кинĕсем хутшăнчĕç. Культура çуртне халăх йышлă пухăнчĕ, вĕсем хунямасемпе кинĕсен ăсталăхне, вăр-варлăхне, пултарулăхне тата пĕр-пĕрин хушшинчи ăшă хутшăнусене курса савăнчĕç. Хунямасемпе кинĕсем ташлама-юрлама, тутлă апат пĕçерме пĕлнине те кăтартса пачĕç.
Конкурса хутшăнакансене Раиса Сарпи ертсе пыракан сумлă жюри хакларĕ. Жюри йышăнăвĕпе "Чи пултаруллă хунямапа кинĕ-2018" ята Муркаш районĕнчи Раиса Павловнăпа Лариса Александровна Аскендаровсем тивĕçрĕç.
Питĕркасси ял тăрăхĕнчи Зоя Андреевнăпа Лариса Валериевна Сядайкинсем "Вице-хунямапа кинĕ" номинацире палăрчĕç.
Пантьăк ял тăрăхĕнчи Анна Леонидовнăпа Ирина Владимировна Артюшкинсем "Çемье ăшшине упракан хунямапа кинĕ" номинацие тивĕçрĕç, Çĕмĕрле районĕнчи Римма Ивановнăпа Надежда Владимировна Толстовсем - "Çемье йăли-йĕркине тытса пыракансем" номинацие.
Конкурса районти "Пилеш" ача садне çỹрекенсем, Тралькасси ял тăрăхĕнчи Зинаида Чернова, Муркаш тата Çĕмĕрле районĕсенчи фольклор ушкăнĕсем хăйсен ташши-юррисемпе илем кỹчĕç.
А.КАРПОВА.
Август 2026 |
