ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Пантьăк ял тăрăхĕн "Сăр таппи" фольклор коллективне çỹрекенсен пултарулăхĕ иксĕлми пулнине эпĕ пĕрре мар курса тĕлĕннĕ. Вĕсем районта иртекен фестиваль-конкурссене хутшăннисĕр пуçне хăйсене республика шайĕнче те ырă енчен кăтартаççĕ, пултарулăхĕпе савăнтараççĕ.
Районта пурте пĕлекен, сцена çине тăвăллăн алă çупса кĕтсе илекен фольклор ушкăнне çулсерен ялхуçалăх ĕçченĕн уявĕнче те курма пулать. Вĕсем ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсемпе пĕрле кĕрхи курава чунне парса хутшăнаççĕ. Культура ĕçченĕсен сад-пахчара туса илнĕ тухăçпа мухтанмалли пурах: тĕрлĕ пахча çимĕçрен ăсталанă сăнарсем те, вĕсенчен хатĕрленĕ консервăсем те, кил умĕнче ỹстернĕ хитре чечексем те... Çавна пулах вĕсен ĕçне жюри лайăх хак пачĕ. Пантьăксем куравра виççĕмĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕç.
А.ВАСЮКОВА.
Август 2026 |
