ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Хусанушкăнь ялĕнче пурăнакан Людмила Александровна Нагорова - пилĕк ача амăшĕ. Мăшăрĕпе, Николай Авельевичпа, вĕсем виçĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Нагоровсен ачисем ỹссе çитсе çемье çавăрнă ĕнтĕ. Надежда Яманкассинче пурăнать, Аленăпа Юрий - Шупашкарта, Евгений тата Авель ялтах тĕпленнĕ.
Людмила Александровна мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван хуçалăхра тимленĕ. Мăшăрĕ те колхозра тракторпа ĕçленĕ. Ашшĕне кура ывăлĕсем те техника патне туртăннă пулас, вĕсем те тракторпа ĕçлеççĕ.
Хальхи вăхăтра Людмилăпа Николай Нагоровсем Евгений ывăлĕн çемйипе пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ, виçĕ мăнукĕпе йăпанаççĕ. Пурĕ вара Нагоровсен тăхăр мăнук. Ытти мăнукĕсем те мамаккăшĕпе маçаккăшĕ, кукамăшĕпе кукашшĕ патне килсех çỹреççĕ.
Кăçал Нагоровсем çĕнĕ çурт çĕкленĕ. Пурнăçа ĕçпе тытса пыма хăнăхнă çемьере ахаль ларма юратмаççĕ, нумай выльăх усраççĕ. Хăйсен ырă тĕслĕхĕпе аслисем кĕçĕннисене те ĕçе хăнăхтараççĕ.
А.КАРПОВА.
Август 2026 |
