Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Асăрханăр: çỹхе пăр!

Категория: Общество Опубликовано: 16.11.2018, 09:40 Просмотров: 608

Часах ноябрь уйăхĕ те вĕçленĕ. Кĕркуннехи çанталăк улшăнсах тăрать. Сивĕтсенех юханшывсем çỹхе пăрпа витĕнеççĕ. Кăшт ăшăтсанах вăл ирĕлме пултарать. Йăлтăркка пăр çийĕ вара ачасене хăй патне илĕртет. Кунсăр пуçне пулă тытма кăмăллакансем те пăр çине хăрамасăрах кĕрсе каяççĕ, вакă касса вăлтисене пăрлă шыва яраççĕ. Пăр çурăлса кайнипе çулсеренех унта та кунта çынсем путса вилнине илтме пулать. Çавăнпа та çỹхе пăр ултавлă пулнине манас марччĕ. Юханшыв çийĕ çынна чăтмалăх шăнтасса кĕтмелле. Ан манăр, 7 сантиметртан çỹхерех пăр хăрушлăх кăларса тăратать, ун тăрăх çуран утса каçма та юрамасть, ярăнма та тăхтамалла. Пĕччен ярăнас шухăшлисен пăр 12 сантиметртан çỹхерех-тĕк ун çине кĕмелле мар, йышлăн ярăнас-тăк пăр 25 сантиметртан çỹ- херех пулмалла мар. Аслисен кун пир-ки ачасене асăрхаттарсах тăмалла. Вак касса пулă тытас текенсен те хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмалла. Пăр çирĕплĕхне урапа тапса тĕрĕслеме пачах та юрамасть!

Хаклă çыннăмăрсем, тин кăна шăнма пуçланă пăр çине кĕме ан васкăр. Юханшывсен çийĕ чăтăмлă та шанчăклă пăрпа витĕнессе кĕтĕр. Сирĕн чăтăмсăрлăх пысăк инкеке ан çаврăнтăр. Асăрханăр! Хăвăра тата çывăх çыннăрсене упрăр!

Валерий ЖИГАНОВ, райадминистрацин ятарлă программăсен пай начальникĕ. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6