Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

"Нива" хуçалăх ĕне фермисене çĕнетет

Категория: Общество Опубликовано: 14.11.2018, 09:59 Просмотров: 633

ferma-niva1Ноябрĕн 8-мĕшĕнче "Нива" ялхуçалăх производство кооперативĕн Карăкçырминче вырнаçнă ферминче 150 пуç ĕне вырнаçмалăх çĕнĕ уйрăм уçрĕç. Хуçалăхшăн çеç мар, районшăн та пĕлтерĕшлĕ пулăма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров çитсе курчĕç.

"Нива" ЯХПК ертỹçи Владимир Мурайкин Карăк-çырминче вырнаçнă иккĕмĕш сĕтпе тавар ферминче çĕнĕ уйрăм тăвасси пирки виçĕ çул каяллах шухăшлани пирки каларĕ. Ĕмĕтсене пурнăçа кĕртессипе 2017 çулта тимлеме пуçланă, кăçал вара строительство ĕçĕсене вĕçленĕ. Выльăхсем хăтлă условисенче тăччăр тесе фермăна çĕнетме хуçалăх 6 миллион тенкĕ тăкакланă.

Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн сумлă хăнасем çĕнĕ фермăна пăхса çаврăнчĕç. Ĕç условийĕсене лайăхлатса пыни тăрăшарах ĕçлеме хистет. Хальхи вăхăтра "Нива" хуçалăхăн Карăкçырминчи иккĕмĕш сĕтпе тавар ферминче 17 çын тăрăшать: Сергей Васильевич Храмов ферма заведующийĕ, Татьяна Николаевна Белова, Елена Юрьевна Жукова, Галина Феоктистовна Ермакова, Татьяна Николаевна Офишкина, Зинаида Николаевна Горшкова, Галина Ивановна Замуткина дояркăсем, Владимир Димитриевич Горланов, Юрий Ильич Горланов, Леонид Витальевич Кошелев (вăлах машинăпа сăвакан оператор) выльăх пăхакансем, Юрий Николаевич Абаськин водитель, Николай Петрович Горшков виççĕмĕш разрядлă специалист, Сергей Владимирович Лаптев, Дмитрий Владимирович Офишкин слесарь-сантехниксем, Николай Юрьевич Николаев, Сергей Александрович Косов тата Яков Алексеевич Кошелев хуралçăсем. Çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртни сăвăма ỹстерме пулăшасса шанаççĕ кунта ĕçлекенсем.

Çĕнĕ объекта хута янă хыççăн "Нива" ЯХПК-ра тăрăшакансем пурте Тралькассинчи Культура çуртне пухăнса 2018 çулта тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç. Вĕсене хуçалăх ертỹçи тата сумлă хăнасем саламларĕç, ырми-канми ĕçленĕшĕн тав турĕç, ма-лашлăхра ăнăçу сунчĕç. Хăйсен ĕçĕнче тăрăшулăхпа палăрнисене хисеп хучĕсемпе парнесем парса чысларĕç.

Çыннăн ĕçлеме кăна мар, канма-савăнма та пĕлмелле: тыр-пул туса илес тата выльăхсене пăхас ĕçре тар тăкса вăй хуракансене чăваш эстрада çăлтăрĕсем хăйсен ташши-юррисемпе савăнтарчĕç.

 А.КАРПОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6