ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Масар - сăваплă вырăн. Кунта пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнă тăвансем, çывăх çынсем хăйсен ĕмĕрлĕх канлĕхне тупнă.
Çулталăк хушшинче тасатса йĕркене кĕртмелли кунта та тупăнать. Уйрăмах эпир ваттисене асăнмалли пысăк уявсенче çăва çине кайса çывăх çынсен вилтăприйĕсене тасатса тирпейлеме тăрăшатпăр.
Туктамăшра пурăнакансем вара 2013 çултанпа халăхпа пухăнса ял çăвине тасатса-тирпейлесе тăраççĕ. Ун чухне вĕсем 11 кун хушши ĕçленĕ, çăва çинчи çурта, картасене çĕнетнĕ, вĕтлĕхе каснă, çỹп-çап пуçтарнă... Çавăнтанпа вĕсенчен ырă тĕслĕх илсе ытти ял тăрăхĕсенче те халăхпа масарсене тирпейлеме пуçланине палăртаççĕ туктамăшсем.
Кăçал та хĕле кĕриччен çăвана тирпейлеме шутланă Туктамăш ялĕнче пурăнакансем. Ноябрĕн 11-мĕшĕнче, канмалли кун çанталăк типĕ те хĕвеллĕ пулнипе усă курса, пуçаруллă ял çыннисем çăвана тасатса пуçтарнă. Çак ĕçе йĕркелессинче район Пухăвĕн депутачĕн Владимир Александрович Григорьевăн тỹпи пысăк пулнине палăртмалла.
Сăмах май, туктамăшсем халăхпа пухăнса кăна мар, ытти чухне уйрăмшарăн та сăваплă вырăна тасатса тăраççĕ. Çакăн пек туни ялта пурăнакансен çынлăхне, ырă шухăшне палăртать.
А.СЕМЕНОВА.
Август 2026 |
