Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Преступленисене тĕпчекен хĕрарăм-майор

Категория: Общество Опубликовано: 09.11.2018, 09:22 Просмотров: 784

albakova1Районти полици уйрăмĕнче дознавательте тăрăшакан Людмила Степановна Албакован сăнне кăçал районăн Хисеп хăми çинче курма пулать. Полици майорĕ пĕлтĕр республикăри дознавательсем хушшинче пуринчен те ытларах уголовлă ĕç тĕпчесе суда ярса панă. Людмила Албакова шалти ĕçсен пайĕнче 1996 çултанпа ĕçлет, вăл аслă юридици пĕлĕвне илнĕ. Хальхи вăхăтра унăн ытларах хĕненипе тата вăрланипе çыхăннă ĕçсене тишкерме тивет. Руль умне ỹсĕрле тепĕр хут ларнă водительсен тата саккуна пăсса вăрман касакансемпе сунара тухакансен уголовлă ĕçĕсене те вăлах тĕпчет. Кăçалхи 10 уйăх хушшинче Людмила Степановна 50 ытла уголовлă ĕç пуçарнă, 30 ĕçе суда ярса панă.

Шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ хушăра Людмила Албакова полици майорĕ хисеп хучĕсемпе медальсене сахал мар тивĕçнĕ. Кăçалхи март уйăхĕнче ăна Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн Тав сăмахĕпе чысланă.

Полицире ĕçлеме çăмăл маррине пурте ăнланатпăр. Çак тытăмра вăй хуракан хĕрарăм-сене уйрăмах йывăр темелле, мĕншĕн тесен çемьене тимлĕх уйăрма та вăхăт тупмалла. Следствипе оперативлă ушкăнра пулнă май Людмила Степановнăн талăкĕпех дежурствăра тăма тивет. Çĕмĕрлере шалти ĕçсен пайĕнче тимлекен мăшăрĕ те, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен хĕрĕпе 2-мĕш класа каякан ывăлĕ те Людмила Степановнăна ăнланаççĕ, май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ. Çемьере килĕшỹпе ăнлану хуçаланни вара ĕçре те пулăшса пырать.

А.КАРПОВА

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6