ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Ют пурлăх çине куç хывакансем тупăнсах тăраççĕ. Акă июнь уйăхĕн 27-мĕшĕнче 17 сехет тĕлнелле район больницин васкавлă медицина пулăшăвĕн автомобилĕсем тăракан территорирен "Стелс-Навигатор 395 28 Z 010" маркăллă хĕрарăм велосипечĕ "ураланнă". Унпа пĕрлех икĕ урапаллă техника çинчи груз çыхмалли резинкăпа крючокĕ тата велосипеда питĕрмелли çĕмрĕк çăра та çухалнă. Çапла майпа вăрă ун хуçине 3640 тенкĕлĕх тăкак кỹнĕ.
Ĕç-пуç вара çапларах пулнă: Туктамăшран таврăнакан арçын салан Çĕнĕ урамĕпе утнă, больница патне çитсен васкавлă пулăшу машинисем ларакан территорие кĕнĕ, эвакуацин тухмалли вырăнĕ тĕлĕнчи пусма çывăхĕнче велосипед курах кайнă. Киле çуран утас килменнипе унăн пуçĕнче çийĕнчех икĕ урапаллă техникăна вăрлас шухăш çуралнă. Унсăр пуçне вăл кил еннелле каякан юлашки автобусран та юлнă тата. Хайхискер больница территорийĕнчен тĕксе тухнă велосипедпа ним шикленмесĕрех беседкăра ларакан икĕ арçын умĕн иртнĕ те техника çине ларса тротуарпа кайнă. Унтан "Кузьминка" тата "Мираж" лавккасем еннелле кĕрсе кайнă, вокзалалла çул тытнă. Арçын трасса çине тухса килелле васканă. Килне çитсен ашшĕ-амăшне велосипеда пĕр каччăран 750 тенкĕпе илнĕ тесе суйнă. Çак велосипедпах арçын ĕçе икĕ хутчен кайса килме ĕлкĕрнĕ. Анчах та июлĕн 2-мĕшĕнче ăна пакунлисем ĕç вырăнĕнче ярса илнĕ. Вăл çийĕнчех хăй вăрланă велосипеда кăтартнă, айăпне йышăннă. Уголовлă ĕçе суда ярса патăмăр. Арçынна икĕ çул таран ирĕксĕр хăварма пултараççĕ.
В.САВЕЛЬЕВ, районти полици урăмĕн тĕпчев пайĕн начальникĕ.
Август 2026 |
