ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Октябрĕн 19-мĕшĕнче ирпе ирех эпĕ Шупашкарта республика ертỹçипе Михаил Игнатьевпа пĕрле иртнĕ тренировкăна хутшăнтăм. Çак хăйне евĕр тĕлпулу ĕç кунĕ умĕн тĕрлĕ спорт хăнăхтарăвĕсем туни, ирхи уçă сывлăшпа киленсе чупни профессире çитĕнỹсем тума пулăшнине кăтартса пачĕ теес килет манăн. Мĕншĕн тесен çирĕп сывлăх - çитĕнỹсен çăлкуçĕ.
Çак мероприяти мана питĕ килĕшрĕ, çĕнетсе хитрелетнĕ Атăл хĕррипе чупма кăмăллă пулчĕ. Кунта ир-ирех çынсем йышлăч чĕ. Хула халăхне велосипедпа та, çуран та, роликпа та курма май пулчĕ. Пирĕн те ку енĕпе ĕçлемелле, район центрĕнче пурăнакансем валли ирсерен чупма тухма ятарлă хитре вырăн тумалла тесе шутлатăп.
Эпир районта та тăтăшах тĕрлĕ спорт мероприятийĕсем йĕркелесе ирттеретпĕр, çăмăл атлетика е йĕлтĕрпе чупакансен ăмăртăвĕсене эпĕ хам та çемьепе пĕрле хаваспах хутшăнатăп. Велочупусем те районта тăтăшах йĕркелетпĕр, унта хутшăнакансем те йышлă пирĕн.
Район администрацийĕн ĕçченĕсем те сывă пурнăç йĕркине тытса пыраççĕ, вĕсем кашни эрнерех "Хастар" физкультурăпа спорт комплексне "Сывлăхпа спорт сехетне" çỹреççĕ.
Уйăхра пĕрре Сывлăхпа спорт кунĕсене ирттересси те йăлана кĕнĕ пирĕн. Сăмах май, иртнĕ шăматкун шăпах Сывлăхпа спорт кунĕ пулчĕ, çавна май "Хастар" физкультурăпа спорт комплексне кăмăл тăвакансем пурте тỹлевсĕрех кĕме, хăйсене килĕшекен спорт вăййине выляма е бассейнра ишме пултарчĕç. Сывлăхпа спорт кунĕ ял тăрăхĕсенче те иртрĕ, шкул спортзалĕсемпе стадионĕсем сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене хапăл тусах йышăнчĕç.
Александр БАШКИРОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕ.
Август 2026 |
