ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Районăн спорт ветеранĕсем республика шайĕнче çăмăл атлетсем хушшинче палăрма пултарчĕç. Спортсменсем Пĕтĕм тĕнчери универсиада тата Совет Союзĕн чемпионкин, спорт енĕпе утассипе Тĕнчен пĕрремĕш Чăваш Енри рекордсменкин, çăмăл атлетика енĕпе СССР-ăн спорт мастерĕн Александра Деверинскаян парнисемшĕн тупăшрĕç. Çулсерен иртекен кĕркуннехи старт Патăрьел районĕнче пулчĕ. Унта хĕрлĕчутайсен ветеранĕсем те - Хусанушкăнчи Валентин Харитонов тата Чурпайри Илья Иванов - хастар хутшăнчĕç.
Çăмăл атлетика енĕпе пилĕк хутчен Раççей чемпионĕ пулнă Валентин Харитонов 70 çултан аслăрах спортменсем хушшинче 500 метрлă дистанцие парăнтарса финиша пĕрремĕш çитрĕ, Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерствин дипломĕпе ылтăн медальне тата хаклă парнене тивĕçрĕ. Илья Иванов та çак дистанциех парăнтарса 60-69 çулхи çăмăл атлетсем хушшинче палăрчĕ, кĕмĕл медаль çĕнсе илчĕ.
Палăртмалла, çак икĕ атлет район тата республика чысне пĕрре мар хỹтĕленĕ. 2018 çулта кăна çăмăл атлетсен ветерансем хушшинчи Пĕтĕм Раççейри Мускав, Пенза тата Новосибирск хулисенче иртнĕ спорт ăмăртăвĕсенче палăрма пултарчĕç.
А.НИКИТИН.
Август 2026 |
