ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Хĕллехи сунар сезонĕ çывхарать. Вăл кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2019 çулхи февралĕн 28-мĕшĕччен пырать. Çак юлнă кунсенче пур сунарçăн та кирлĕ документсене йĕркене кĕртмелле те путевка панă вăхăтра илсе килмелле.
Сунара илсе тухмалли йытăсене уртаракан чиртен сыхлас тĕллевпе вакцинаци тутармалла. Ăна тутарнине йытă паспорчĕ çине çырса хумалла. Справка илсен те юрать. Путевкăсем илнĕ чухне общество тата сунар билечĕсем (вĕсем хĕрлĕ тата симĕс тĕслĕ), пăшал усрама полици ирĕк пани кирлĕ. Путевкăсене октябрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа кашни кĕçнерникун пама пуçлаççĕ. Сунар сезонĕ пĕтсен 10 кун хушшинче лицензипе путевкăсене охотоведа тавăрса памалла.
Юр тарăнланиччен уйсем тăрăх хăйсен транспорчĕсемпе мулкачсемпе тилĕсене хăвалакансене те курма пулать. Çавна шута илсе уйсем тăрăх полици ĕçченĕсемпе пĕрле рейдсем ирттерме палăртнă, йĕркене пăсакансене çирĕп мерăсем кĕтеççĕ. Хăйсен транспорчĕсемпе мулкачсемпе тилĕсене хăва-лакансене асăрхасан полицине тата обществăн председательне А.И.Наумова пĕлтермелле. Çавăн пек меслетпе мулкачсемпе тилĕсене тытакансен сунара çỹремелли документсемпе сывпуллашма тивет.
Сунарта ют çын йытти хăвалакан чĕрчуна персе тытсан тупăшне йытă хуçине памалла та унтан патрон илмелле.
Сунарта пурте пĕр тан, çавăнпа йăла-йĕркесене, аслисене хисеплемелле. Ултавсăр ĕçлемелле, юлташсене яланах пулăшма хатĕр пулмалла.
А.ЭЛЕМЕНКИН.
Август 2026 |
