ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Учитель кунĕнче Çĕн Атикасси шкулĕнче истори вĕрентекен Марина Лихутина Чăваш Республикин Вĕренỹ министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕ.
Марина Анатольевна Лихутинан педагогикăри ĕç стажĕ 21 çулпа танлашать, унтан 8 çулне вăл Çĕн Атикасси шкулĕнче ĕçлет.
Марина Лихутинан вĕренекенĕсем çулсерен район тата республика шайĕнчи олимпиадăсемпе пултарулăх конкурсĕсене хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Ачасене район, республика тата çĕршыв историйĕпе кăсăклантарнă май учитель хăйĕн вĕренекенĕсене Пĕрремĕш тĕнче вăрçипе, Граждан вăрçипе, Аслă Отечественнăй вăрçăпа çыхăннă наукăпа практика конференцийĕсене тăтăшах хутшăнтарать.
Педагогсен хăйсен те тĕрлĕ пултарулăх конкурсĕсене хутшăнмаллине асра тытса Марина Анатольевна мастер-классем ирттерет, ĕçтешĕсене опычĕпе паллаштарать. 2015 çулта вăл "Чи пултаруллă класс ертỹçи" конкурсăн районти тапхăрне хутшăннă, 2016 çулта "Çулталăк учителĕ" конкурсăн районти шайĕнче çĕнтернĕ май республика шайĕнчи конкурсне хутшăннă.
Марина Лихутинана ĕçтешĕсем те, шкул ачисем те хисеплеççĕ. "Вăл кашни урока кăсăклă ирттерет, ачасене тарăн пĕлỹ парас тесе тăрăшать. Марина Александровна хăйĕн ĕçне чунпа парăннă педагог", - теççĕ ун пирки вĕренекенĕсем.
А.КАРПОВА.
Август 2026 |
