Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Çỹп-çапран кĕпер тăвасшăн-ши?

Категория: Общество Опубликовано: 17.10.2018, 09:56 Просмотров: 599

Кил-тĕрĕшĕнчи тĕрлĕ ăпăр-тапăра хăçан ăçта кирлĕ унта кăларса пăрахма чарăнăпăр-ши эпир? Çутçанталăка, хамăр пурăнакан вырăна мĕншĕн çав териех варалатпăр-ши?

Хăшĕ-пĕри, намăса пачах çухатни, килте пухăннă çỹп-çапа çул хĕррине е çул тăваткалне пăрахса хăварма та именмест. Выртаççĕ вара хайхи хутаçсем çул айккисемпе сăнсăррăн курăнса. Йытă таврашĕ пырса салатса тăксан хутаçри ăпăр-тапăр йĕри-тавра сапаланать...

"Вăтанчăкраххисем" вара килти ăпăр-тапăра, юрăхсăра тухнă япаласене çырмасене, вăрмансене кайса пăрахаççĕ. Кун пек хăтланса хăйсен намăссăрлăхне ыттисенчен пытарасшăн пулинех.

Анчах та пăшатана михĕре пытарма çук çав - пĕр этем çутçанталăка сăтăр тунине тепри куратех. Акă çак кунсенче редакцине Туканаш ялĕнче пурăнакан, Майски лесничествинче ĕçлекен арçын килчĕ, Штанаш ял тăрăхĕпе Элĕк районĕн чиккинчи çырмара çỹп-çап, ăпăр-тапăр пăрахса тултарни пирки пĕлтерчĕ.

"Икĕ район хушшинче кĕпер тума шутлаççĕ пулмалла, - тет вăрманçă пăшăрханса, çав хушăрах йĕплесе. - Хушши нумай мар, икĕ енчен татах пăрахса пырсан тепĕр 350 метртан тĕл пулаççĕ. Çырма тăршшĕпе пĕтĕмпех тултарсан Çĕнĕ çул валли çĕнĕ кĕпер пулать те..."

Чăнах та, мĕн кăна пăрахса тултарман пулĕ ку çырмана! Ваннă шифер, хăма таткисем, кĕленче савăт, çĕтĕк, кивелнĕ çи-пуç... Тахăшĕсем тата кивĕ холодильникне те сĕтĕрсе килсе пăрахса хăварма ỹркенмен! Ку - Элĕк районĕнчи Ураскилт ял тăрăхĕ енчен пăрахни.

Штанаш тăрăхĕнчисем те кỹршисенчен юлас темен - килти хытă каяшсене миххи-миххипе кайса пăрахнă, унтах ваннă сĕтел-пукан юлашкисем, машинăри ура айне хумалли пĕчĕк резина кавир, урапа таврашĕ йăванать...

Хамăр хыççăн "çỹп-çап кĕперĕсем" туса хăварма килетпĕр-ши эпир çак çĕр çине?!

Алина ИТТИ. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6