Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Йĕркелĕхе сыхлама пулăшаççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 17.10.2018, 09:53 Просмотров: 536

Районти дружинниксен ĕçĕ-хĕлĕпе эпир кăçал район хаçачĕн страницисенче кĕскен паллаштарнăччĕ. Паянхи куна районти обществăлла йĕркелĕхе полици сотрудникĕсемпе пĕрле сăнаса тăрас ĕçе 10 дружинник хутшăнать. Вĕсем обществăлла ĕçе хутшăнакан хастарсем тесе калас килет. Шăпах вĕсем хушшинче ĕнтĕ районти "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕнче октябрĕн 10-мĕшĕнче "Чи лайăх халăх дружинникĕ" конкурс иртнĕ.

Конкурса хутшăнакан дружинниксем пĕр-пĕрин хушшинче тĕрлĕ енĕпе тупăшнă. Чи малтанах вĕсен халăх дружинин ĕçĕ-хĕлĕнче кирлĕ пулакан право пĕлĕвне кăтартма тивнĕ. Унтан ГТО комплексĕн нормисене (тăршшĕне сиккес, винтовкăран перес, çурăм çинче выртса кĕлеткене йăтас, турник çинче туртăнас тата ытти енĕпе те) пурнăçланă. Кунсăр пуçне халăх дружинникĕсем сасартăк инкек сиксе тухсан çынна пĕрремĕш пулăшу пама пĕлнине кăтартса панă. Конкурса хутшăнакансене районти полици уйрăмĕн начальник çумĕ Игорь Сатлайкин ертсе пыракан комисси хакланă. Çапла вара чи нумай - 111,5 - балл пухса пĕрремĕш вырăна райадминистрацин право ĕçĕсен секторĕн тĕп эксперт специалисчĕ Алексей Матюшкин тухнă. Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн специалисчĕ Татьяна Тимкина (101,5 балл) иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Районти Культура çурчĕн контролер-кассирĕ Наталия Михуткина (76 балл) виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çĕнтерỹçĕсене - чи лайăх дружинниксене - райадминистрацин Хисеп хучĕпе парне парса хавхалантарнă.

Н.МИДАКОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6