Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Ачасем те, вĕрентекенсем те спортпа туслă

Категория: Общество Опубликовано: 05.10.2018, 10:11 Просмотров: 631

Октябрĕн 2-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай салин Тĕп стадионĕнче Учительсен кунне халалланă спорт уявĕ иртрĕ. Районти ача сачĕсене çỹрекенсем, шкулсенче вĕренекенсем тата педагогсем хăйсем спортпа туслă пулнине тепĕр хут çирĕплетсе çăмăл атлетика эстафетине хутшăнчĕç.

Старта чи пĕрремĕш ача садне çỹрекенсем тăчĕç, вĕсем кашни çĕршер метра чупрĕç. Хутăш эстафетăна хутшăннă çамрăк спортсменсенчен чи хăвăртраххисем "Хĕвел" ача садне çỹрекенсем пулчĕç, иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăна "Пилеш" ача сачĕн командисем тухрĕç.

1-2-мĕш классене çỹрекенсенчен пĕрремĕш тата иккĕмĕш вырăнсене Хĕрлĕ Чутай шкулĕн командисем тухрĕç, виççĕмĕшне - Хусанушкăнь шкулĕн команди.

3-4-мĕш классем хушшинче финиша чи малтан Çĕн Атикасси шкулĕнче вĕренекенсем çитрĕç, иккĕмĕш вырăна Мăн Этмен шкулĕн команди тухрĕ, виççĕмĕшне - Хĕрлĕ Чутай шкулĕн команди.

5-7-мĕш классенче вĕренекенсем 400-шер метра чупрĕç, кунта Хĕрлĕ Чутай шкулĕн команди мала тухрĕ. Мăн Этмен шкулĕн команди иккĕмĕш пулчĕ, Питĕркасси шкулĕ - виççĕмĕш.

Хĕрарăмсен ăмăртăвĕнче старта ултă команда тухрĕ, тупăшу питĕ çивĕч иртрĕ. Атнар шкулĕн пикисем çĕнтерĕве алăран вĕçертмерĕç, "Хĕвел" ача сачĕн пикисем финиша вĕсем хыççăн çитрĕç, Çĕн Атикасси шкулĕн пикисем виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

Арçынсен эстафетине Хĕрлĕ Чутай шкулĕн учителĕсем кăна хутшăнчĕç.

Хутăш эстафетăра Мăн Этмен шкулĕн команди мала тухрĕ, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи учительсем иккĕмĕш пулчĕç.

Йăлана кĕнĕ спорт уявĕ кĕрхи ăмăр çанталăка пăхмасăр пурне те савăк кăмăл парнелерĕ, çĕнтерỹçĕсем вара район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн грамотисене тата пылак парнесене тивĕçрĕç.

Алексей НИКИТИН. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6