Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Выльăхсене тутă хĕл кĕтет

Категория: Общество Опубликовано: 03.10.2018, 09:57 Просмотров: 592

Ку вăхăт тĕлне районти ялхуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен уйĕсем пушанса çитнĕ ĕнтĕ, тинех хура çĕр канлĕн тĕлĕрме пултарать. Выльăх-чĕрлĕх усракан хуçалăхсенче вăй хуракан ял ĕçченĕн вара канма вăхăт çук. Çанталăка пăхмасăр вĕсен выльăхсене кулленех апатпа тивĕçтерессишĕн тăрăшмалла, кĕрхисене акса пĕтермелле.

Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, октябрĕн 2-мĕшĕ тĕлне ялхуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмпе 3939 гектар çинчен пухса кĕртнĕ, 9475 тонна тырă тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç гектар пуçне 24,1 центнерпа танлашнă. Иккĕмĕш çăкăра 15,91 гектар çинчен пухса кĕртнĕ - 310 тонна çĕрулми. Кукурузăна 498 гектар çинчен пухса илнĕ. Кĕрхи культурăсене акма 1542 гектар çĕр хатĕрленĕ. Кĕрхисене 1509 гектар çинче акса хăварнă.

Çавăн пекех ялхуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем выльăх валли 4008 тонна утă хатĕрленĕ, 12500 тонна сенаж тата 3500 тонна силос хывнă.

А.ВАСЮКОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6