ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Туктамăшра пурăнакан, райадминистрацин физкультурăпа спорт тата çамрăксен политикин секторĕн заведующийĕнче вăй хуракан Алексей Никитина пĕлмен-палламан çын çук. "Районти спорта тытса пыракан", - теççĕ ун пирки.
Алексей Михайловичăн спорта аталантарас енĕпе тунă ĕçĕсем чăннипех те курăмлă. Ахальтен мар пуль ăна "Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă. Çак кунсенче вара вăл районта физкультурăпа спорт мероприятийĕсене тăтăшах ирттернĕшĕн райадминистраци пуçлăхĕн Тав сăмахне тивĕçрĕ.
Алексей Никитина районта спорта аталантарассишĕн çунакан çын пек кăна мар, алла купăс тытса тĕрлĕ культура мероприятийĕсене хутшăннăран та пĕлеççĕ. Вăл час-часах куракансем умне сăввине те, кĕввине те хăй çырнă юрăсемпе тухать. Халăх ăна кĕтет, юратса йышăнать.
Республикăри паллă артистсем те Алексей Никитинăн юррисене шăрантараççĕ. Акă, "Тăван радиопа" унăн "Пурнăç пултăр малалла" юррине тăтăшах илтме пулать, ăна Вячеслав Христофоровпа Марта Зайцева юрлаççĕ.
- Сăвă-юрă халăха юратнипе çуралать, - тет Алексей Михайлович. - Малалла пурăнса татах ырă ĕçсем тăвас, çынсене хамăн юррăмсемпе савăнтарса ырă сунас килет.
А.КАРПОВА.
Август 2026 |
