ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн августăн 14-мĕшĕнчи 348-рг номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, Туктамăш ялĕнче çирĕплетнĕ карантина хупнă.
Выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти ветеринари станцийĕн ĕçченĕсем августăн 14-мĕшĕ тĕлне кайăк грипне тĕп тăвас тата ăна сарăлма парас мар тесе планпа пăхса хунă пур кирлĕ мероприятие те пурнăçларĕç. Республика Пуçлăхĕн йышăнăвĕнчи 2-мĕш пунктра ноябрĕн 14-мĕшĕччен Туктамăш ялĕнчен ытти хуçалăхсене çăмартапа чĕрĕ чăх-чĕп илсе тухма чарнине палăртнă.
Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинчи чылай районсенчи пасарсенче чĕрĕ чăх-чĕпе сутма юрамасть. Çакă хăш-пĕр чăх-чĕп сутакансем РФ "Ветеринари çинчен" 4979-1 № саккунне тата ытти ветеринарипе санитари правилисене пăхăнманнипе çыхăннă. Çавăнпа та кайăк грипне, çавăн пекех сыснасен Африка чумипе çынсемпе выльăх сывлăхĕшĕн ытти сиенлĕ чирсене илсе кĕртес хăрушлăх пысăккипех сыхланса юлать-ха.
Выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти ветеринари станцийĕн тата унăн уйрăмĕсен ĕçченĕсем хальхи вăхăтра выльăх-чĕрлĕхсен хăрушă чирĕсем тĕлĕшпе лару-тăру мониторингне тăтăшах ирттереççĕ.
Лев ГУЩИН, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти ветеринари станцийĕн начальникĕ.
Август 2026 |
