ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Иртнĕ эрнере райадминистрацин ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче районăн кăçалхи пĕрремĕш çур çулăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе канашлу иртрĕ. Унăн ĕçне хутшăннă ЧР ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тĕрлĕ наградăсем пачĕ. Хисепе тивĕçнисенчен пĕри райадминистрацин финанс пайĕн тĕп бухгалтерĕ - сектор заведующийĕ Галина Кашкирова пулчĕ.
Питĕркассинче çуралса ỹснĕ, халĕ Туктамăшра пурăнакан Галина Алексеевна 2010 çулта Чулхулари патшалăхăн архитектурăпа строительство университетĕнче бухгалтери учечĕ, анализпа аудит енĕпе аслă пĕлỹ илнĕ. Райадминистрацин финанс пайĕнче Галина Кашкирова 2005 çулхи декабрь уйăхĕнче ĕçлеме тытăннă, ертсе пыракан эксперт специалист пулнă. 2016 çултанпа вăл финанс пайĕн сектор заведующийĕн - тĕп бухгалтерĕн тивĕçĕсене пурнăçлать.
Хăйĕн ĕçне тỹрĕ кăмăлпа, пĕлсе пурнăçланăшăн Галина Алексеевнана 2012 çулта район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă, 2016 çулта вăл экономикăпа тĕрĕслев тата финанс енĕпе тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн ЧР Финанс министерствин Тав çырăвне тивĕçнĕ. Галина Кашкирова обществăлла ĕçе те активлă хутшăнать, вăл Туктамăшри суйлав участокĕн секретарĕнче пилĕк çул тимлерĕ. Галина Алексеевнăпа мăшăрĕ пĕр ывăл çуратса ỹстернĕ.
А.КАРПОВА.
Август 2026 |
