ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Çĕн Атикасси ялĕн старости Галина Чангайкина хăйĕн тивĕ- çĕсене сакăр çул ытла пурнăçлать. Унăн чунĕнче кашни кунах уяв пуль: ывăнма та, тунсăхлама та пĕлмест, пурнăçа ỹпкелемест. Вăр-варскер халăхпа пĕр чĕлхе тупма, ял уявĕсене хаваслă йĕрке-леме, çынсене пĕрлехи ĕçе хутшăнтарма аван пултарать. Мăшăрĕ те питĕ ĕçчен. Туслă çемье виçĕ ача çуратса ỹстернĕ.
Галина Чангайкина темиçе çул Çĕн Атикасси клубĕнче методистра ĕçлерĕ. Çав вăхăтра çамрăксене те, аслă ăрурисене те ахаль лартмарĕ. Вăл ертсе пынипе ачасем, яш-кĕрĕмпе хĕрупраç спектакле, тĕрлĕ концерта хастар хутшăнчĕç. Галина хăй те юрлама ăста. Вăл Кив Атикасси ял тăрăхĕнчи "Шупуç" фольклор ушкăнне çỹрет.
Ял старости çынсене итлеттерме пĕлет, такамăн кăмăлне те çавăрать: çамрăкпа - çамрăк пек, ватăпа - ватăлла. Çуркунне çынсене йывăç лартма ертсе тухать. Çĕн Атикассирен Чурпая каякан çул хĕррипе йывăçсем лартас ĕçе халăх хастар хутшăнчĕ. Ялта пурăнакансем пирки мĕн те пулин пĕлес тесен тỹрех ун патне шăнкăравлатăп. Вăл кирлĕ информацие хăвăртах тупса парать. Вăхăт çук тесе айккинче юлни пулман.
Галина Чангайкинана ял тăрăхĕн Хисеп хучĕпе те чысларăмăр.
Людмила ИОНОВА, Кив Атикасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.
Август 2026 |
