Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Руль умĕнче - каллех ỹсĕр хĕрарăм

Категория: Общество Опубликовано: 13.07.2018, 11:33 Просмотров: 529

Нумаях пулмасть руль умĕнче ỹсĕр ларнă хĕрарăма айăплани çинчен çырнăччĕ. Кун пек тĕслĕхех май уйăхĕн 1-мĕшĕнче те пулнă. Тĕлĕнмелле те, ку хутĕнче транспортпа çỹреме ирĕк паракан документа нихăçан та илмен хĕрарăма тытса чарнă. Çитменнине, ăна пĕлтĕр сентябрĕн 26-мĕшĕнче шăпах руль умĕнче ỹсĕр пулнăран тата правасăр çỹренĕшĕн 30 пин тенкĕпе танлашакан административлă штраф панă. Унăн административлă айăплав вăхăчĕ те пĕтмен-ха. Пурпĕрех ку хĕрарăма ăс кĕмен.

Ĕçĕ акă еплерех пулнă. Майăн 1-мĕшĕнче В. 17 сехет тĕлне мăшăрĕн "Chevrolet Lacetti" машинипе çула тухнă. "Сура" çулпа Атнар енчен килекенскерне "Стройресурс" ХАО территорийĕ çывăхĕнче çул-йĕр хă-рушсăрлăх инспекцийĕн сотрудникĕсем чарнă. Ỹсĕррине кура хĕрарăма алкотестерпа тĕрĕсленме ыйтнă, анчах та вăл хирĕçленĕ. Район больницинче те В. хăй ỹсĕррине çирĕплетме медицина тĕрĕслевĕ тума килĕшмен.

В. РФ Уголовлă Кодексĕн 264.1 статйипе пăхса хунă преступление тунă. Ĕçе миравай суда ярса патăмăр.

В.САВЕЛЬЕВ, районти полици уйрăмĕн преступленисене уçса паракан пай начальникĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6