Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Çемье ăшшине упранăшăн - "Юратупа шанчăклăхшăн" орден

Категория: Общество Опубликовано: 11.07.2018, 11:37 Просмотров: 547

Июлĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарта Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалланă савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Ырă йăла тăрăх, уявра Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 50 çул ытла пĕрле килĕштерсе пурăнакан мăшăрсене "Юратупа шанчăклăхшăн" орден парса чысланă. Çакăн пек ырă ята, хисепе тивĕçнĕ çемьесем хушшинче Çĕн Атикасси ялĕнче пурăнакан Лидия Андреевнăпа Николай Васильевич Ядаринкинсем те пур.

Лидия Андреевнăпа Николай Васильевич иккĕшĕ те 1937 çулта Çĕн Атикасси ялĕнче çуралнă, мĕн ачаран тăван хуçалăхра ĕçленĕ. Николай Васильевич 1957-1960 çулсенче салтакра пулнă. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçласа таврăнсан "Марксист" колхозра бригадирта, правлени председателĕнче, ревизи комиссийĕн членĕнче ĕçленĕ. 1997 çулта вăл тивĕçлĕ канăва тухнă. Николай Ядаринкинăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 45 çулпа танлашать. Тивĕçлĕ ĕçленĕшĕн ăна темиçе хутчен те хисеп грамотисемпе наградăланă. Çемье вучахне упракан Лидия Андреевна çамрăклах колхозра вăй хунă, унтан 1958-1961 çулсенче Мускавра машина станцийĕнче тимленĕ. 1962 çулта тăван тăрăха таврăнса сутуçăсен курсĕсенче пĕлỹ илнĕ. 1962-1970 çулсенче Штанашри лавккара ĕçленĕ, 1971-1997 çулсенче Çĕн Атикассинчи лавкка заведующийĕ пулнă. Потребкоопераци тытăмĕнче нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн чылай хисеп хутне тивĕçнĕ. Ядаринкинсем 1966 çулта çемье çавăрнă, виçĕ ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Сергей ывăлĕ Уралти политехника институтĕнче вĕренсе тухнăранпа Синарти пăрăхсен заводĕнче ĕçлет, 2015 çултанпа тĕп инженерăн çумĕнче тимлет. Вĕсем мăшăрĕпе пĕр ывăл ỹстернĕ.

Светлана хĕрĕ пурнăçне медицинăпа çыхăнтарнă, 1993 çулта Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. 1996 çултанпа республикăри кардиологи центрĕнче тăрăшать, 2015 çултанпа клиникăпа диагностика лабораторийĕн заведующийĕнче вăй хурать. Мăшăрĕпе икĕ ачана кун çути парнеленĕ.

Лариса хĕрĕ Çĕн Атикасси шкулĕнчи шкул çулне çитменнисен ушкăнĕнче воспитательте ĕçлет. Вăл педагогика енĕпе аслă пĕлỹ илнĕ, 16 çул хушши пуçламăш классене вĕрентнĕ. Мăшăрĕпе пĕрле хĕр çуратса ỹстернĕ.

Ядаринкинсен ачисем тивĕçлĕ пĕлỹпе воспитани илнĕ, ĕçтешĕсем хушшинче хисепе тивĕçнĕ. Ашшĕпе амăшĕ вĕсемшĕн тĕрев пулнă, ачисем те хăйсене пурнăç парнеленĕ çывăх çыннисене пулăшма яланах хатĕр. Мăнукĕсем те мамаккăшĕпе маçаккăшне, кукамăшĕпе кукашшĕне хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарсах тăраççĕ. Чылай çул хушши пĕр-пĕрне юратса, çемье ăшшине упраса пурăннăшăн, ял-йыш хушшинче лайăхпа палăрнăшăн, ял тăрăхĕн пурнăçне активлă хутшăннăшăн, ачисемпе мăнукĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулнăшăн Ядаринкинсем "Юратупа шанчăклăхшăн" ордена тивĕçнĕ те.

Лидия Андреевнăпа Николай Васильевича тата нумай çул хушши çемье ăшшине упраса пурăнма сунатпăр.

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6