Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Çурчĕ - çĕнĕ, сĕтел-пуканĕ - иртнĕ ĕмĕрти

Категория: Общество Опубликовано: 04.07.2018, 15:05 Просмотров: 581

Районта пурăнакансем хăйсене хумхантаракан ыйтусене тăтăшах редакцине шăнкăравласа е çырупа пĕлтереççĕ. Акă çак кунсенче Шулюра пурăнакан ĕç ветеранĕ Н.Михопаркин хăйĕн пăшăрханăвне çырса пĕлтерчĕ.

Ăна ĕненес пулсан, асăннă ялта асфальт çулĕ те пĕтсе кайнă, масар патне каймалли кĕпер те шăтса пĕтнĕ. Ку çеç мар-ха, ялти темиçе çул каялла çĕкленĕ фельдшер пунктĕнче те çитменлĕхсем пур: çурт умĕнчи карти чалăшса кайнă, врачсем килсен ларма вырăнĕ тата нушапа кайма туалечĕ çук. Çак çитменлĕхсене кайса курас терĕм, çийĕнчех çула тухрăм.

Асфальт çул шăтăк-путăклă пулни вăл никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çулсене пăхса тăмасан вĕсем пĕтсех каяççĕ. Кун пек лару-тăру чылай ялта хуçаланать. Юрпа пĕрле асфальт та ирĕлет теççĕ-и-ха? Ку, чăн та, çапла. Тепре юр çуса лартмасăр та шăтăк-путăксем çухалмаççĕ. Шулю ялне каймалли çул та пĕтсе кайнă.

Вăхăт нумай та иртмерĕ - ялти фельдшер пункчĕ патне çитсе тăтăм. Çурт умĕнчи карта ỹсĕр çын пек тайăлнă. Ăна пăхса тăракан çынни çук-ши? 3-4 пăта çапма йывăр-ши? Çуртĕнче çутă, таса, ял халăхĕ валли меллĕ условисем тума тăрăшнă. Анчах та пациентсене валли пуканĕсем çителĕксĕр. Вĕсем те киввисем кăна - иртнĕ ĕмĕртисем. Çак пукансене ялти кивĕ фельдшер пуктĕнчен куçарса килнĕ-мĕн. Çĕннисене хальлĕхе больница уйăрайман. Ман шутпа, çĕнĕ сак-пуканпа фельдшер пунктне çĕклесенех тивĕçтермелле пулнă. Уйрăмах лару-тăру район больницин специалисчĕсем ялти ватăсене тĕрĕслеме килсен йывăр-мĕн. Ватă çынна ура çинче темиçе сехет черетре тăма çăмăл мар. Кунта вара ватă çынсене валли мар, врачĕсене те ларма вырăнĕ çитмест. Нуша хăваласан тата ăçта каймалла? Çуртне çĕкленĕ чухне проекчĕ çапла пулнă-ши? Туалет пирки пач та шухăшламан. Вăл вара унта кирлех. Шалта мар пулсан та çурт çывăхĕнче çĕклемелле пулнă. Кунти ĕçченсем район больницинчен темиçе хутчен те пулăшу ыйтнă. Хальлĕхе пулăшăвĕ çитмен-ха, çул çинче пуль ĕнтĕ...

Сăмахăм каллех çул пирки пулĕ. Çĕнĕ клуб патĕнчен пуçласа мĕн лавкка патне çитиех ял хушшинчи асфальт çул пĕтсе кайнă. Шăтăк-путăка пула машинăсем те çул хĕррипе çỹреççĕ. Хăш-пĕр çĕрте ял халăхĕ хăйĕн вăйĕпе шăтăксене картлакаланă-ха, анчах та çак енĕпе специалистсем ĕçлесен лайăхрах пулмалла.

А.ВЛАДИМИРОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6