ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Июнĕн 27-мĕшĕнче, Çамрăксен кунĕнче, районти обществăлла пурнăçра активлăхпа палăрни-сене тата пултаруллисене чысларĕç.
Уява хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ вĕренỹ пайĕн начальникĕ Игорь Живоев саламларĕ, районти çамрăксем пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ пулнине палăртрĕ.
Çак кун, йăлана кĕнĕ тăрăх, тĕрлĕ сферăра курăмлă ĕçлекенсем тата обществăлла пурнăçа активлă хутшăнакансем çамрăксен премине ти-вĕçрĕç. Çак чыса тивĕçнисен шутĕнче Штанаш ял тăрăхĕнчи Культура çурчĕ çумĕнчи çамрăксен "Штаваш" ушкăнĕн солисчĕ Татьяна Ефремова, "Коминтерн" ЯХПК-н ăратлăх ĕçĕн учетчици Ольга Михеева, централизациленĕ библиотека тытăмĕн информаципе методика пайĕн библиографĕ Надежда Павлова, район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн методисчĕ Ольга Порейкина, Атнарти вăтам шкулăн тьюторĕ Татьяна Туйманкина, районти Искусство шкулĕн преподавателĕ Татьяна Зарубина пулчĕç.
Унтан "Кỹмесен парачĕ" конкурс иртрĕ. Пултарулăх ăмăртăвне амăшĕсемпе тĕпренчĕкĕсем хаваспах хутшăнчĕç. Кашни çемье хăйне евĕр хатĕрленнĕ. Парадра ракета, космос турилкке, чечек, çамрăк футболист, наци сăн-сăпачĕ евĕр кỹмесем те курма май пулчĕ. Конкурса хутшăннисем пурте грамотăпа парнене тивĕçрĕç.
Уяв савăнăçлă концертпа вĕçленчĕ.
А.ВАСЮКОВА.
Август 2026 |
